Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОРНЕЙ АСАТТЕ

Паллă халапçа халалласа викторина-вăйă ирттертӗмӗр

Раççейӗн паллă ача-пăча çыравçи, классик Корней Иванович Чуковский çуралнăранпа мартăн 31-мӗшӗнче 140 çул çитрӗ. Сăввисене темиçе ăру вуласа ӳснӗ. Чи юратнă çыравçă пирӗн. Пурнăçӗ тăршшӗпех ачасемпе хутшăннă вăл, вӗсем мӗн çинчен калаçнине, мӗнпе интересленнине, мӗн пăшăрхантарнине сăнаса вӗсем валли сăвă-калав çырнă, тӗнчери ача-пăча поэзине куçарнă. Çапах тӗп ӗçӗ халап пулнине палăртмалла.  

Ача-пăча литературин эрнинче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ял библиотекинче эпир К.И.Чуковский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа «Паллă халапçă патӗнче хăнара» викторина-вăйă ирттертӗмӗр. Мероприяти пуçланас умӗн ачасем çыравçăн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе паллашрӗç, халапӗсенче «çулçӳревре» пул­чӗç. «К.И.Чуковскин халапӗсене пӗ­летӗн-и?» викторинăн ыйтă­вӗсем çине хуравларӗç, тумпалли юмахсен тупсăмӗсене шырарӗç. 

«Тимлӗ вулакан» конкурсра ха­лап персонажӗсене палăртрӗç, «Эпӗ – эпӗ мар» вăййа савăнса хутшăнчӗç. Авторăн кӗнекисенчен тăракан «Корней асатте» кӗнеке куравӗ те пухăннисене çав тери килӗшрӗ. Ватти-вӗтти ахальтен мар К.И.Чуковскин произведенийӗсене юратать-çке.

 

Татьяна ДМИТРИЕВА,

Наратлă библиотекин 

библиотекарӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев