КУШАК ЧӖРМЕЛЕНИ СЫВЛĂХШĂН ХĂРУШĂ-И?
Енчен те кушак çынна чӗрмелесен е çыртса илсен çын чирлесе каять.
Кушак организмӗнче Bartonella henselae бактерийӗсем пурăнаççӗ, анчах сывлăхӗшӗн вӗсем хăрушă мар. Фелиноз текен инфекци чирӗ пирки пырать сăмах.
Енчен те кушак çынна чӗрмелесен е çыртса илсен çын чирлесе каять. 3-10 кун хушшинче чӗрнӗ (çыртнă) тӗлте тӗвӗленнӗ хӗрлӗ çип пек суран пулать, кайран хăмпăланса (везикула) тухать. Çакăн хыççăн тем вăхăтран сурана çывăхрах лимфа тӗвви шыçăнса ыратма пуçлать. Тăватă уйăха тăсăлма пултарать çакă. Çын хăйне вăйсăррăн туять, пуçӗ ыратать, ӳт-пӳ температури хăпарса каять. Асăннă вăхăтран çын сиплевсӗрех сывалать. Сайра-хутра çеç чир шала кайма пултарать.
Кушакпа выляма юратакансене тухтăрсем асăрхаттараççӗ: ăнсăртран кушак чӗрмелесен, çыртса илсен сурана 3 процентлă водород перекиçӗпе тасатмалла. Суран тавра спирта е йод сӗрсе тухмлла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев