Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Манăн алăра хаклă парне

Кун пек статьясем çăмăл çырăнмаççӗ

Аллăмра «Сувар» хаçатăн ятарлă проекчӗпе тухнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке. Ăна мана Çӗнӗ çул умӗн кӗнеке авторӗ Ирина Кузьмина Ульяновск хулинчи ӗçтешӗнчен Елена Алексееваран парса ячӗ. Чăнах та питӗ хаклă парне ку маншăн. 

 

Çакăн пек кӗнеке кăларса мӗнле пысăк ӗç тунă суварçăсем! Кунта пирӗн ентешсем – Тутарстан чăвашӗсем. Вуланăçемӗн ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем, фронтри ӗçсем, тылра тăрăшакан волонтерсем, килте кӗтекен ашшӗ-амăшӗ, мăшăрӗ-ачисем куç умне тухаççӗ. Кашни статья – уйрăм çын шăпи, паттăрлăхӗ. Пӗрне те куççульсӗр вулама çук...

Манăн Ирина Николаевна Кузьмина çинчен те каласа хăварас килет. Эпир унпа Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче пӗр касăра, кӳршӗллӗ çуртсенче ӳснӗ. Ачаран питӗ туслă пулнă. Ирина йышлă çемьере çитӗнчӗ. Питӗ телейлӗччӗ пирӗн ачалăх: пӗрле шкула çӳреттӗмӗр, çулла пахча çимӗç шăвараттăмăр. Ирина пӗчӗкрен кулса çеç калаçакан уçă кăмăллă, сăпайлă хӗрачаччӗ. Иксӗмӗр те çутçанталăка, чечексене юрататтăмăр эпир, сăмах килетчӗ пирӗн. Ӳссе çитӗнтӗмӗр те тӗрлӗ хулана салантăмăр. Вăл Хусанта, эпӗ Ульяновскра пурăнатпăр халӗ. Шкул хыççăн Шупашкарта вӗренчӗ вăл, ӗç çулне Çӗпрел район хаçатӗнчен пуçларӗ, унтан Шупашкарта «Хыпар» Издательство çуртӗнче ӗçлерӗ, кайран Хусан чăвашӗсем чӗннипе «Сувар» хаçата куçрӗ. Кашнинче туслă командăна лекнӗшӗн питӗ савăнать юлташăм.

Тунсăхласа çитсен Иринăпа халӗ те телефонпа шăнкăравласа калаçатпăр, пӗр-пӗрин çитӗнӗвӗсемпе кăсăкланатпăр. Шанчăклă юлташ, талантлă журналист кăна мар, çынна ăнланакан тус та вăл ман. Чăн та, пӗлтӗр хуйхи те, савăнăçӗ те пулчӗ унăн. Пӗртăван тетӗшӗ Сергей Николаевич Кузьмин чирлесе октябрь уйăхӗнче вăхăтсăр çӗре кӗрсен чӗререн татăлса хуйхăрчӗ. Ыратакан чунне ӗçпе йăпатма тăрăшрӗ. Шăп çак вăхăтра «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеки тухни уншăн çăлăнăç пекех пулчӗ. 

Тантăшăн пӗрремӗш кӗнеки тухнăшăн питӗ савăнатăп. Эпӗ ăна куллен вулатăп. Кун пек статьясем çăмăл çырăнмаççӗ. Мӗн чухлӗ çемьепе паллашнă, салтаксемпе, çар ветеранӗсемпе курса е телефонпа шăнкăравласа калаçнă. Пуç хунă СВО паттăрӗсемшӗн чунтан хурланнă. Чӗре витӗр кăлармасăр пулмасть кун пек чух. Кӗнеке тухнă пулсан та Ирина Николаевна унти салтаксемпе е вӗсен тăванӗсемпе çыхăнăва татмасть. Телефонпа çыхăнса халӗсене пӗлсе тăрать. «Сувар» вулаканӗсене ятарлă çар операцийӗнчи салтак-ентешсемпе малалла паллаштарать. Тата тухмалла пултăрччӗ-ха кӗнекисем.

Эпӗ Ирина Николаевна Кузьминана тата «Сувар» хаçат коллективӗнчи хӗр­арăмсене çакăн пек пысăк ӗç тунăшăн чӗререн тав туса пурне те иртсе кайнă Мартăн 8-мӗшӗпе, Ирина Николаевнăна тата çуралнă кун ( мартăн 15-мӗшӗ) ячӗпе саламлатăп, çирӗп сывлăх, ӗçре тата пурнăçра ăнăçу сунатăп. Савăннипе кăна куççуль тухмалла пултăрччӗ сирӗн. 

Хам эпӗ Ульяновск хулинче 2014 çултанпа питӗ яваплă ӗçре, РФ оборона предприятийӗнче (механика заводӗнче) ӗçлетӗп, правительство лартнă тӗллеве ӗçтешсемпе пӗрле пурнăçлатăп. «Мирлӗ тӳпе – пирӗн професси», – тетпӗр хамăр хушăра. Канмалли кунсем пирӗн çук тесен те юрать. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем ятарлă çар операцийӗнчен çӗнтерӳпе таврăнччăр тесе куллен 12-шер сехет ӗçлетпӗр.

 Журналистсем те çӗнтерӗве çывхартма хăйсенчен пай кӗртеççӗ. «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке те акă пирӗн салтаксене çапăçу хирӗнче хавхалантарать, ашшӗ-амăшпе мăшăрӗсене ывăлӗсемпе, упăшкисене ырă-сывă кӗтсе илме шанăç парать. Çапăçу хирӗнче пуç хунă ентеш-паттăрсен ячӗсем çак хулăн хуплашкаллă кӗнекере ӗмӗр упранӗç. 

Тăван çӗршыва юратнă, уншăн пурнăçне шеллемен паттăрсене упракан çыруллă палăк вăл ку кӗнеке.

 

Мира РАТНИКОВА.

Ульяновск хули.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев