Мартăн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра пушара хирӗç режимăн йӗркине улшăнусем кӗртнӗ
Пӳлӗмсенчен эвакуациленмелли çулсен переченне хатӗрленӗ, унта алăксен çаклашкисем шалтан тулалла ансат, уçкăсăр уçăлмалли пӳлӗмсем пулмаллине палăртнă
Çӗнӗ правилосем тăрăх:
- мангалсемпе апат хатӗрлемелли кăвайт вырăнӗсене çуртсенчен 5 метртан çывăхрах выранçатарма юрамасть;
- çӳпӗ-çапă çунтарма çуртсенчен 15 метр инçетре кăна юрать;
- çӳпӗ-çапăна çунтармалли бака çурт-йӗртен 7,5 метр инçетре лартмалла;
- çуртсенче, вӗсен тăррисенче, балконсенче пиротехника çунтарма юрамасть, бенгальски вучӗ таранах;
- йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ нумай ачаллă çемьесем пурăнакан хваттерсенче е пӳлӗмсенче ӗçлекен пушар сигнализаторӗсем пулмалла;
- аварилле тухмалли çул пулса тăракан кантăксем çине, путвал кантăкӗсем çине решетке лартма юрамасть.
Вăрман пушарӗ тухас хăрушлăх пур-тăк, ял йӗри-тавра 10 метр сарлакăшӗнчен кая мар минерализациленӗ полоса сухаланмалла.
«Наш Черемшан» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев