Мартӑн 6-мӗшӗнче Тутарстанра пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тӗрӗслӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Мартӑн 6-мӗшӗнче Тутарстанра пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тӗрӗслӗç

10:43 сехетре республикӑра пӗлтерӳ системине планпа тӗрӗслессине пӗлтерет ТР Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗçӗсен министерстви.

10.43 сехетре халăха чрезвычайлă лару-тăру, ытти хăрушлăх пулнине е пулассине пӗлтермелли сирена установкисене республикипех тӗрӗслеççӗ. Гражданла оборонӑн сигналӗ çапла пулать: «Внимание всем!» Сиренӑна илтсен республикӑра пурӑнакансен радио е телевизор ямалла, мӗн каланине итлемелле тата илтнипе килӗшӳллӗн хăйсене тытмалла.

МЧСăн Тутарстанри управленийӗ палӑртнӑ тӑрӑх: паника пулмалли сӑлтав çук — лӑпкӑ пулӑр.

Сăнӳкерчӗк mchs.tatarstan.ru сайтран.


общество

Нет комментариев