Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мăсăльмансен Рамадан уйăхӗ пуçланчӗ

Кăçал Рамадан уйăхӗ мартăн 11-мӗшӗнчен тытăнса апрелӗн 9-мӗшӗччен пырать. Типӗ тухнă тепӗр кун, апрелӗн 10-мӗшӗнче, мăсăльмансем сăваплă Ураза-байрам уявне паллă тăваççӗ.

Рамадан — мăсăльман календарӗн сăваплă уйăхӗ. Мăсăльман тӗнӗпе пурăнакансемшӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ вăхăт. Мӗншӗн тесен Аллах çырнă Коранăн пӗрремӗш сăвви Мухаммед пророка шăпах Рамадан уйăхӗнче, Мекка çывăхӗнчи Хира тăвӗн хушăкӗнче пулнă чух, уçăлнă тесе шанаççӗ.

Коранра каланă тăрăх, çак вăхăтра çул çитнӗ, сывлăхӗ çирӗп кашни мăсăльман 30 кун типӗ тытмалла. Кун çутинче (хӗвел тухса аниччен) çăвара пӗр пӗрчӗ апат, пӗр тумлам шыв та ямалла мар. Сăлтавсăрах типӗрен тухни те пысăк çылăх шутланать, мӗншӗн тесен сиктернӗ типӗ кунӗсене унăн тăванӗсен саплаштарма тивет тесе шанаççӗ. Типӗ кунӗсенче тунă йăнăшсене каçарттарас шутпа мăсăльмансем садака валеçес йăлана тытса пыраççӗ.

Аса илтеретпӗр, православи тӗнне ӗненекенсен Мăнкун типпи кăçал мартăн 18-мӗшӗнчен пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество