Мӗн-ши вăл литература?
Пуш уйăхӗн 3-мӗшӗнче калем ăстисем Пӗтӗм тӗнчери çыравçă кунне паллă турӗç
Литературăна юратакансен, писательсен официаллă мар уявӗ ку. Ăна 1986 çулта Англире ПЕН-клубра уявлама йышăннă. Акăлчан чӗлхинчен куçарсан «пен» сăмах «калем» тенине пӗлтерет.
Кашни çын пурнăçӗнче литература хăйӗн вырăнне тупнă тесе шанас килет, писательсемшӗн вара çак ăнлав уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ. Эппин, мӗн-ши вăл литература? Калем ăстисене çак ыйтăва хуравлама ыйтрăмăр.
Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер:
Чӗлхемӗрсен тӗп тытăмне
Пуянлатать литература,
Сăлтавсăр мар ун ытамне
Яланлăхах вырнаçнă Турă.
Чăваш халăх писателӗ Сергей Павлов: «Литературăна паян хамăн пурнăçран уйăраймастăп та пулӗ. Чăнлăхпа литература тачă çыхăнса тăнăн туйăнать».
Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи: «Литература маншӑн – пурнӑç тытӑмӗ. Эп ачаллах кӗнеке, хаçат-журнал вуланӑ, литература урлă пурнӑçа ӑнланнӑ, паян кун та ун урлă пурӑнма вӗренетӗп».
Анатолий Хмыт: «Литература вӑл – халӑх историйӗ, халӑх пуласлӑхӗ».
Улькка Эльмен: «Литература маншӑн – пурнӑç».
Светлана Гордеева: «Ман шутпа, пур искусствăра та тӗпре литература тăрать, сцена çинчи тӗрлӗ жанр – опера, балет, спектакль… – аталанать. Тата, пӗлетӗр-и, литература шкулти манăн чи юратнă предметсенчен пӗри пулнă».
Валентина Тарават: «Литература маншăн çур пурнăç тенӗ пулăттăм. Эпӗ хайлавсенче çутçанталăк, Турă хушнине вулакан патне çитерме тăрăшатăп».
Раиса Воробьева: «Литература маншӑн – вӗçсӗр-хӗрсӗр уçлӑх».
Людмила Сачкова: «Эпӗ мӗн ачаранах хама литературӑпа çыхӑнтарнӑ, паянхи кун та литература анинче тăрăшатăп, палăртса хунисем те нумай-ха. Маншӑн вӑл – чи хаклӑ та чи кирлӗ ӗç».
Наталья Селезнева: «Литература вăл – питӗ анлă тӗнче. Кашни поэта унта хăйӗн вырăнне тупма сунатăп».
Олег Кульев: «Литература маншӑн – Турӑ. Хайлав çырнӑ вăхăтра эпӗ, кӗлтунӑ чухнехи пекех, чунпа тасалатӑп».
Владимир Степанов: «Литература вӑл – моделировани тени, чӑнлӑха улӑштарма май пурри».
Зоя Сывлӑмпи: «Литература маншӑн – чун киленӗвӗ».
Ольга Васильева: «Литература вăл – чун эмелӗ».
Нина Пӑрчăкан: «Литература маншӑн – хавхалану, пурӑнма пулӑшакан вӑй».
Нина Царыгина: «Литература вӑл – тӗттӗм патшалӑхри çутӑ пайăрки».
Ольга Австрийская: «Литература маншӑн – асамлӑх».
Лариса Петрова: «Литература вӑл – пурнӑç».
Александр Николаев: «Литература маншăн, кирек мӗнле пултарулăх пекех – пуç мимин ӗçӗ».
Роза Степанова-Кӗлчечек: «Литература вăл – ачалӑх, çамрӑклӑх, аслӑ ӑру, юрату çинчен çырнӑ юрӑсем».
Туссем, сирӗншӗн вара мӗн-ши вăл литература?
Ольга ФЕДОРОВА
хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев