Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нартукан юррисене юрлакансем пур-ха ялта

Хӗрсем каччӑ хӑш енчен пулассине пӗлес тесе карта урлӑ кӑҫатӑ ывӑтрӗҫ, ӗмӗтленни пурнӑҫланать-ши тесе карта хӑмине  ыталарӗҫ. Хӑма шучӗ парлӑ пулма тивӗҫ

 

Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче кӑҫал та кӑрлачӑн ҫиччӗмӗшӗнче  ҫынсем ял клубне ҫӗрӗ яма пуҫтарӑнчӗҫ.
Раштав уявӗ мӗн авалтан ҫынсене ҫутӑ туйӑмсем, шанчӑк, ӗненÿ парса тӑрать. Кашни хӑйӗн ҫӗррине витрене янӑ май ҫӗнӗ ҫулта пурнӑҫ лайӑх пуласса  шанать.  Нартукан юррисене юрлакансем пур-ха хальлӗхе. Çамрӑкраххисем ваттисемпе пӗрле хутшӑнма тӑрӑшрӗҫ.
   Чӑваш йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе каҫхине уява ҫамрӑксемпе малалла тӑсрӗҫ.
Хӗрсем каччӑ хӑш енчен пулассине пӗлес тесе карта урлӑ кӑҫатӑ ывӑтрӗҫ, ӗмӗтленни пурнӑҫланать-ши тесе карта хӑмине  ыталарӗҫ. Хӑма шучӗ парлӑ пулма тивӗҫ. Январӗн 8-мӗшӗнче вара кÿршӗ ялта, Пÿсрекре, икӗ ял пӗрле, Улах ирттерчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев