Патшалăх программипе кăçал республикăн тата 11 ял-хула çулӗсене юсама хатӗрленеççӗ
«Хăрушсăр, паха çулсем» наци проекчӗпе 2019 – 2024 çулсенче республикăра пурӗ 1372,5 çухрăм çулпа 72 кӗпер йӗркене кӗрет.
«Хăрушсăр, паха çулсем» наци проекчӗ республикăра мӗнле пурнăçланнипе мартăн 12-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра паллаштарчӗç.
ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Илдар Мингазов хăйӗн докладне 2023 çула пӗтӗмлетнинчен пуçларӗ. Ӗçӗсем чăнах та курăмлă, М-12 «Восток» пысăк хăвăртлăхлă çулăн строительствине вӗçлесе хута яни хăй кăна историлле пулăм. Республика территорийӗнче ун тăршшӗ 142 çухрăм. М-7 «Волга» çул çинчи Сӗве урлă çӗнӗ кӗпер хывнă, Çырчаллипе Анат Кама хулисене кӗмесӗр иртекен çулăн (81,1 çухрăм) тата Кама урлă çӗнӗ кӗперӗн, «Шали –Павлă» çулăн «Алексеевски-Элмет» участокӗн (145 çухрăм) строительствине малалла тăснă. «Хусан — Екатеринбург» проектпа М-7 «Волга» трассин Пушкăртстан чикки таран (96,3 çухрăм) реконструкцийӗ. Кунсăр пуçне Хусанти çул-йӗр строительствипе çыхăннă пысăк ӗçсем пыраççӗ. Çакă веçех «Хăрушсăр, паха çулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнăçланать. Илдар Мингазов проект 2019 çултан хута кайнăранпа 2024 çул вӗçлениччен республикăра пурӗ 1372,5 çухрăм çулпа 72 кӗпер йӗркене кӗрессине каларӗ.
«Хăрушсăр, паха çулсем» наци проекчӗпе пурнăçланмалли çул-йӗр ӗçӗсем валли пӗлтӗр пӗтӗмпе 15,1 миллиард тенкӗ укçа уйăрнă, вӗсенчен 7,2 миллиарчӗ республика бюджетӗнчен. Регионти тата вырăнти 400 çухрăм çул çинче тӗрлӗ ӗçсем пурнăçланă унпа. Тӗплӗнрех каласан, Хусан агломерацийӗн 22 участокӗнче, Çырчалли агломерацийӗн 8 участокӗнче, Анат Кама агломерацийӗн 2 участокӗнче. 18 автомобиль çулне тата 26 кӗпере тӗпрен юсаса çӗнетнӗ.
Агломерацисен хулари магистралӗсем çинче кашнинчех çул-йӗр юхăмӗн параметрӗсене, метеомониторинга шута илекен ятарлă хатӗрсем вырнаçтарнă. Çапла майпа информаци тӳрех транспорт системин управленийӗн пӗрлехи платформине кайса пырать. Çул-йӗр сийне упрас тӗллевпе 13 пунктра машинăсене виçекен автоматикăллă виçе контролӗ ӗçлет.
Тунă ӗçсем курăмлă пулсан та 2024 çула палăртнă плансем пӗчӗк маррине палăртрӗ министр. «Хăрушсăр, паха çулсем» наци проекчӗпе Хусан, Çырчалли тата Анат Кама агломерацийӗсенче тата регионти — 79, урамсенчи 18 çухрăм çулсене юсамалла, 15 кӗпере çӗнӗрен тумалла, реконструкцилемелле, тепӗр 13-шне тӗпрен юсамалла. Çак ӗçсем валли пурӗ 8,2 миллиард тенкӗ (вӗсенчен 5, 8-шӗ республика бюджетӗнчен) уйăраççӗ. Ку вăл наци проекчӗпе тума палăртнă ӗçсем кăна-ха.
«Хăрушсăр, паха çулсем» наци проекчӗпе пăхăннă ӗçсемсӗр пуçне регион пӗлтерӗшлисем те пур. 2024 çулта регион пӗлтерӗшлӗ 200 ытла çухрăм çула çӗнӗрен сармалла, тӗпрен çӗнетмелле, юсамалла. Социаллă программăсене малалла тăсса вырăнти çулсене хăйăрпа вак çул сармалла, яллă вырăнсенчи асфальтлă çулсене юсамалла (1-ер миллиард тенкӗлӗх); муниципаллă çул-йӗр фончӗн шучӗпе сад обществисем патне каякан çулсене юсамалла.
«Яллă вырăнсене комплекслă аталантарасси» РФ патшалăх программипе кăçал республикăн тата 11 ял-хула çулӗсене юсама хатӗрленеççӗ.
Хусанти çул — йӗр сторительствипе çыхăннă пысăк ӗçӗсем, урăхла каласан хуларан федераллă трассăсене тухакан çулсен: Вознесенски тракчӗн строительствин иккӗмӗш тапхăрӗ (Çӗнтерӳ проспектӗнчен пуçласа М — 7 «Волга» трасса патне çити), Горьковский шоссен реконструкцийӗ (Музыкальная урмӗнчен пуçласа М-7 трасса патне çити); «Шали-Бавлы» проектăн «Алекеевски-Элмет çулăн строительстви кăçал малалла тăсăлӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев