Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пичет хатӗрӗсен ӗçӗ-хӗлне те самана йывăрлăхӗсем пырса тивеççӗ

Самар облаçӗнчи тутарсен «Бердэмлек» хаçачӗ çулталăк вӗçлениччен тухма укçа çиттӗр тесе халăхран пулăшу ыйтать. Тутар халăхӗшӗн кун пек лару-тăру нонсенс пек туйăнать, анчах та ăна чăвашсен сигнал пек йышăнмалла-тăр

1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çак хаçат «Самар Ен» хаçатпа пӗр вăхăталла тухма пуçларӗ. Анчах та облаçри чăвашсен хаçачӗ тахçантанпах тухма чарăннă, «Бердэмлек» пурăнатчӗ-ха. Анчах та кăçал вăл та тухма чарăнма пултарать. 
«Шел пулин те пирӗн хаçат редакцийӗ коммерцилле мар организаци, юлашки çулсенче ăна çăмăлах килмерӗ. Юлашки вăхăтсенче хаçат спонсорсен пулăшăвне пула, ырă кăмăллă вулакансем пулăшнипе кăна тытăнса тăрайрӗ», – тесе пӗлтернӗ хаçатăн тӗп редакторӗ Данияр Сайфиев.  
Хаçат пӗр чăрмавсăр тухтăр тесен çулталăкне ăна 3 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку хисепе ӗçлекенсене минималлă ӗç укçи тӳлесе тăрас пулсан шутланă. Кăçал редакци бюджечӗн дефицичӗ 500 пин тенкӗ пулать. Çак сумма хаçата çулталăк вӗçлениччен кăларса тăма кирлӗ. Йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ редакци краудфандинг платформинче укçа пуçтарма тытăннă. Хаçат шăпишӗн пăшăрханакан çынсем ӗнтӗ унта 58 пин тенкӗ куçарма ӗлкӗрнӗ. 

Сăнӳкерчӗк «Бердэмлек» хаçатăн социаллă сетьри страницинцен https://vk.com/club22598970 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев