Пӗр талăкра 22 миллион тенкӗлӗх улталаннă
Тутарстансене темиçе кун каялла шулӗксем пӗр талăкра кăна 22 миллион тенкӗлӗх улталанă. Пӗтӗмпе 17 çын лекнӗ вӗсен серепине çав кун.
Мӗслӗмри пӗр организацин 47-ри ертӳçӗ-хӗрарăмне криптовалюта биржинче выляма сӗннӗ. Ăна-кăна ăнкарманскер, хăйӗн пухăннă укçи çитменрен тата парăма кӗрсе 2 515 000 тенкӗ куçарнă вăл. Ешӗлвари 53-ри хӗрарăм та банкран займсем илсе шулӗксене 3 356 000 тенкӗ «инвестициленӗ». Азнакай районӗнчи 29-ти хӗр вара маркетплейсра ӗçлесе илме ӗмӗтленсе 300 000 тенкине парнеленӗ. Тăванӗсем инкеке лекнине ӗненнӗ 4 пенсионер пухăннă мӗнпур укçине куçарнă. Пӗкӗлмери 65-ри пенсионер та акă станционар телефонӗ çине хӗрӗн сассипе шăнкăравлакана 5 900 000 тенкӗ таранах куçарнă.
Шулӗксен аллине лекес мар тесен кун пек телефона тӳрех пăрахмалла та хыпара тăвана хăйне шăнкăравласа тӗрӗслемелле.
Тупаймаççӗ тенӗ-ши?..
Республикăн уйрăмах хăрушă преступленисене тӗпчекен уйрăм 2020 çулхи ноябрь уйăхӗнче Нурлат районӗн арçыннине вӗлернӗ преступника тытса чарнине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
Следствирен паллă пулнă тăрăх, вăл — çак районти 32-ри хӗрарăм. Трагеди пулнă кун арçын унпа тата унăн юлташ хӗрарăмӗпе Нурлатра паллашнă та хăй патне, хула çумӗнчи яла, хăнана чӗннӗ. Лешсем хирӗçлемен. Пӗрле эрех ӗçнӗ хыççăн кил хуçи хăнасенчен пӗрне хӗсӗрлеме хăтлансан, çӳлерех асăннă хӗрарăм ăна пуçӗнченех бутылкăпа шаплаттарнă, унтан тапа-тапа хӗненӗ. Шел, арçын сурансене пула сывă юлайман. Хӗрарăмсем вара ним пулман пекех килне, тепӗр яла, кайнă.
Преступлени тунă хӗрарăма кăçал февралӗн 13-мӗшӗнче тытса чарнă. Вăл хăй айӗпӗнчен тунмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев