Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи патшалăх экзаменне 100 баллăх тытакансен йышӗ ӳснӗ

Тутарстанра кăçал 11 класс пӗтернӗ 49 ача химипе пӗрлехи патшалăх экзаменне 100 баллăх панă. Пӗлтӗр 26 кăна пулнă.

Географипе 3 ача (пӗлтӗр 2), литературăпа 107-ӗн (пӗлтӗр 65) 100-шер балл пухнă. Çакăн пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пӗлтерет. 


Химипе кăçал республикăра майăн 23-мӗшӗнче 1932 ача ППЭ тытнă, вăтам балл 66,94-па танлашать. 147-ӗн чи пӗчӗк 36 балл урлă иртеймен. 
Литературăпа майăн 23-мӗшӗнче 737 ача экзамен тытнă. Ку предметпа вăтам балл 77,32. Виççӗн чи пӗчӗк балл чиккинчен иртеймен. 


Географипе çав кунах 170 вӗренекен ППЭ панă, вăтам балл — 62,74. Виçӗ шкул ачи кирлин чи пӗчӗк хисепне — 37 бала — пухайман. 


Химипе, географипе тата литературăпа результатасене лайăхлатас тесен вӗренсе тухакансен ку предметсемпе экзамена тепӗр хут тытма май пур. Химипе — июлӗн 4-мӗшӗнче, географипе тата литературăпа — июлӗн 5-мӗшӗнче. Экзамена тепӗр хут тытсан малтанхи результат пăрахăçланать.

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование