Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУЛТАРУЛЛИСЕН ЯРМАРККИНЧЕ

Анат Камăри мероприятие Çырчаллипе Кивӗ Илтрекьел ачисем те хутшăнчӗç.

 

Ку çул пирӗн республикăра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ. Çавăн пекех кăçал чăваш халăх просветителӗ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çутта кăлараканăмăр пурне те туслă пурăнма хушса хăварнă. Иван Яковлевич пилне асра тытса пирӗн туслă пурăнса хамăрăн культурăна, йăла-йӗркене малалла аталантарса пымалла, манмалла мар.

Нарăс уйăхӗн 28-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире «Пултаруллисен ярмаркки» регионсен шайӗнчи фестиваль-конкурс иртрӗ. Мероприятире Çырчаллинчи «Путене» ача-пăча ансамблӗ (ертӳçи Е.Л.Кондюкова), Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел шкулӗнчи «Илтрекьел ачисем» (ертӳçи Л.М.Морозова), Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназири  «Асамат» ушкăн (ертӳçисем О.Г.Тудиярова, М.В.Чугайнова, Т.А.Носевич, Л.П.Ильгузина, Т.Н.Леонтьева) ачисем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.

Конкурс виçӗ тапхăртан тăчӗ: ачасен пултарулăх конкурсӗ; чăваш тумтирне кăтартасси; чăваш апат-çимӗçне хатӗрлесси. Çакна каласа хăварас килет, пур ача та конкурса тӗплӗн хатӗрленнӗ. 

Пултарулăх конкурсӗнче «Ай ташлар-и» чăваш халăх ташшипе (лартаканӗ ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Р.А.Хайбуллина балетмейстер) Злата Долгинова тата Андрей Кононов 1-мӗш вырăна тивӗçрӗç. Чăваш тумтирне кăтартассинче 34-мӗш гимназире вӗренекенсем çӗнтерчӗç. Чăваш апат-çимӗçне хатӗрлес ӗçре вара Кивӗ Илтрекьел ачисем пултаруллăрах пулни палăрчӗ.

Çакăн евӗр конкурссем ачасене тăван халăхăн сăвви-юррине вӗренсе асра хăварма, йăли-йӗркине, культурине асра тытса малалла аталантарма пулăшаççӗ.

 

Людмила ИЛЬГУЗИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане