Республикăри хуласем валли 300 çӗнӗ автобус туяннă
Азнакай, Элмет, Павлă, Пӗкӗлме, Елабуга, Заинск, Ешӗлвар, Лениногорск, Мензеле, Анат Камăпа Нурлат хулисене çӗнӗ автобуссем параççӗ.
Патшалăх транспорт лизинг компанийӗн программипе республика кăçал 300 çӗнӗ автобус туянать. Кун çинчен ТР Транспорт, çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, Хусана — 250, Çырчаллине — 44, муниципалитетсене 119 автобус параççӗ. Енчен те çителӗксӗр-тӗк, тата туянӗç.
Ятарлă казначей кредичӗпе Тутарстан 12 муниципалитет валли 119 автобус туяннă. Вӗсене кӳрессипе ӗç вӗçленнӗпе пӗрех, Çырчаллине кăна 36 автобус (маларах 10 панă пулнă) килмелли юлнă.
Çитес вăхăтра Азнакай, Элмет, Павлă, Пӗкӗлме, Елабуга, Заинск, Ешӗлвар, Лениногорск, Мензеле, Анат Камăпа Нурлат хулисем çӗнӗ автобуслă пулӗç. Шăпах çак хуласене пама туяннă та. Республика çӗнӗ автобуссем туянассине, кун валли 1,4 миллиард тенкӗ тăкаклассине, министр пӗлтӗр кӗркуннех пӗлтернӗччӗ. Хусан кăна казначей кредитне илейменнипе транспорт паркне çӗнетесси паллă пулман-ха ун чух. Тӗп хулара вара автобуссене чăнах та çӗнетме вăхăт çитнӗ, вӗсен 70 проценчӗ кивелнӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев