Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов: «Деструктивлă пӗрлешӳсене пуç çӗклеме памалла мар»

Çак сăмахсене республика Раисӗ ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пӗтӗмлетӳ коллегине хутшăннă чух каланă

«Çамрăксене йӗркесӗр пӗрлешӳсене явăçтарни министерствăн ертӳçисен уйрăм тимлӗхӗнче пулмалла. Паянхи кун çак процессем социаллă сетьсемпе месенджерсем урлă пулса иртеççӗ. Эпир çамрăк çынсене правона пăсас ӗçе тата преступленисем тума явăçтарма хăтланнине куратпăр. Хӗтӗртекенсем çав шутра ют çӗршывра та пур», – тенӗ вăл. Мӗн пур çамрăксемпе системлăн ӗçлени çак проблемăна татса памалла. Активистсемпе пиллӗкпе вӗренекенсене кăна тимлӗх уйăрмалла мар. Çамрăксен политики пӗтӗм аудиторипе ӗçлемелле, тенӗ Тутарстан Раисӗ. Деструктивлă хăтланусене профилактикипе çамрăксен политикин кашни учрежденийӗ ӗçлемелле: ача лагерӗсем те, çул çитменнисен клубӗсем те, çамрăксен центрӗсем те. 
«Енчен те çак ӗçе правона хӳтӗлекен органсен явăçма тивет-тӗк, çакă ăна япăх йӗркеленине пӗлтерет. Тутарстанра йӗркене пăсакан пӗрлешӳсене çӗнӗрен пуç çӗклеме памалла мар. Асгат Ахметович Сафаров çак мӗн пур ӗç-пуçпа мӗн чухлӗ кӗрешрӗ, вӗсен хăтланăвӗсене тепӗр хут çул памалла мар», – пӗтӗмлетнӗ Рустам Минниханов.  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев