Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сабантуйсен вăхăчӗ çитрӗ

Ку канмалли кунсенче вăл районсенче иртет.

Чистайра июнӗн 8-мӗшӗнче палăртакан ака уявне ав Раççейри паллă ушкăн та килет. «Любэ» чистайсене хăйӗн юррисемпе савăнтарӗ çак кун. Çакăн пирки хăйӗн Телеграм-каналӗнче Чистай районӗн пуçлăхӗ Дмитрий Иванов пӗлтернӗ. Праçник ирех пуçланать: 10.00 сехетре ипподромра лашасем чупаççӗ, 11.30-та «Татнефть-Олимп» стадионта наци кил хуçалăхӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ, вăйăсемпе ăмăртусем пуçланаççӗ. Сабантуя кăнтăрла чаплăн уçма палăртнă. Программăра «Ӗç паттăрӗсен ăмăртăвӗ» шоу та, кӗрешӳ те пур. Тутар эстрада çăлтăрӗсем — Рифат Зарипов, Ильмира Нагимова тата Ришат Тухватуллин — хăйсен пултарулăхӗпе паллаштараççӗ. Николай Расторгуев вара хăйӗн ушкăнӗпе сцена çине 16.30 сехетре тухӗ.

Хусанта Сабантуй июнӗн 23-мӗшӗнче виçӗ площадкăра — Мирный поселокӗнчи Хурăн ращинче, Дербышкинче тата Акăш кӳлли хӗрринче — иртет. Театрализациленӗ пролога пӗлтӗрхи пекех Атăлçи пăлхарсен историне халалланă, тематики Çемье çулталăкӗпе тата БРИКС Вăййисемпе çыхăннă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сабантуй