Савгачевăри ача садне çӳрекен кашни ачан чăваш тумӗ пур
Ашшӗ-амăшӗсем ятарласах туяннă е çӗлеттернӗ, ыттисемшӗн ырă тӗслӗх ку
Ачасем тăван чӗлхене, культурăна кипкеренех ăша хывччăр тесе ача сачӗсем те, шкулсем те ырми-канми тăрăшаççӗ. Акă Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчи ача садне кăна илер тӗслӗхе. Кунта шăпăрлансем хăйсем хăш халăх ачи пулнине тата та çивӗчрех туйччăр тесе ашшӗ-амăшӗ кашни ачана чăваш тумӗ çӗлесе е сутăн илсе панă. Ытти чăваш ялӗсемшӗн ырă тӗслӗх ку. Кирек мӗнле мероприятие те халӗ Савгачево садикне çӳрекенсем наци тумӗ тăхăнса хутшăнаççӗ. Кăна пӗлтӗр кӗркунне Кивӗ Саврăшра иртнӗ Чăваш ачисен фестивалӗнче эпир те, «Сувар» хаçат журналисчӗсем, курса ӗненнӗччӗ. Ун чух Савгачевăри ача сачӗн чысне Филипп Кирилловпа Александра Сидорова хӳтӗлерӗç. Илемлӗ чăваш тӗрриллӗ кӗпесем тăхăннăскерсем хитре юрă юрласа пачӗç.
Мероприятийӗсем вара нумай садикре, ытти çӗрти пекех. Кунсăр пуçне февральте тăван чӗлхе эрни иртет. Валентина Викентьевна Никифоровăпа Мария Владимировна Падирякова воспитательсем, Светлана Владимировна Охотникова музыка ертӳçи ачасем чăваш чӗлхипе культурине садикренех ăша хывччăр тесе вăйне-халне шеллемеççӗ, чăваш юрри-ташшине, сăввисене вӗрентеççӗ, чăваш юмахӗсене вуласа параççӗ.
– Воспитательсемпе музыка ертӳçи питӗ маттур пирӗн, тăрăшса ӗçлеççӗ. Вӗсем хатӗрленипех пӗлтӗр ноябрьте районти Чăваш ачисен фестивалӗнче пирӗн ачасем 2-мӗш вырăна тивӗçрӗç, кăçал март уйăхӗнче «Национальная радуга Поволжья» ача-пăча фольклор конкурсӗн муниципаллă тапхăрне хутшăнса 2-мӗш вырăн çӗнсе илчӗç. Мария Владимировна «Çулталăк воспитателӗ» конкурсăн зонăри тапхăрӗнче çӗнтерчӗ. Конкурссене хастар хутшăннăшăн ăна профсоюз пӗлтӗр теплоходпа круиза кайма путевка та пачӗ, – ӗçтешӗсем çинчен ăшшăн каласа парать Савгачевăри ача сачӗн заведующийӗ Алевтина Сайдуловна Иванова.
Алевтина Сайдуловна опытлă ертӳçӗ, кунта вăл 1986 çултанпах тăрăшать. Çав шутран 38 çул ертӳçӗ пулса вăй хурать. «Эп ӗçлеме пуçланă чухне садике 55 ача çӳретчӗ, вырăн çитместчӗ. Халӗ ачасен шучӗ, шел пулин те, сахаллансах пырать. Паянхи куна пирӗн пата 13-ӗн çӳреççӗ», – паллаштарать ертӳçӗ садик ӗçӗ-хӗлӗпе.
Ним тума та çук, çамрăксем хулана туртăнаççӗ çав. Çавăнпа ялта çуралакан кашни ача ылтăн вырăнӗнче халь. «Капла садик хупăнмасть-и ара?» – тесе ыйтсан Алевтина Сайдуловна: «Çук-çук, пӗлтӗрпе кăçал икшер ача çуралчӗç-ха, аптрамастпăр», – терӗ шанчăка çухатмасăр. Эппин, садике килекенсем пулсан шкула каякансем те пулӗç-ха, шансах тăратпăр.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
А.Иванова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев