Сергей Когогина Раççей Федерацийӗн Ӗç Геройӗн ятне панă
РФ Президенчӗ В.В.Путин алă пуснă çакăн пирки калакан Указа официаллă право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
КАМАЗăн генеральнăй директорне Сергей Когогина Раççей Федерацийӗн Ӗç Геройӗн ятне панă.

РФ Президенчӗ В.В.Путин алă пуснă çакăн пирки калакан Указа официаллă право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Документра каланă тăрăх, ку ята патшалăх умӗнчи уйрăмах тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн тата çӗршыври машинăсем тăвас ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн параççӗ.
Сергей Когогин Тутар АССРне кӗнӗ Юдино районӗнчи Большие Ключи ялӗнче çуралса ӳснӗ. Профессире пысăк çитӗнӳсем тунă вăл. 1982 çулта Хусанти патшалăх университетне пӗтерсен Ешӗлварти машинăсем тăвакан завода ӗçе вырнаçнă. 1990 çулта çак заводăн директорӗ пулса тăнă. 2002 çултанпа КАМАЗа ертсе пырать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев