ТӖНЧЕРИ ЧИ ВАТĂ ÇЫН
Июлӗн 28-мӗшӗнче Бразилири Коррего-ду-Кафе хулинче çӗр çинчи чи ватă çын вилсе кайнă тесе пӗлтерет Daily Mail.
Июлӗн 28-мӗшӗнче Бразилири Коррего-ду-Кафе хулинче çӗр çинчи чи ватă çын вилсе кайнă тесе пӗлтерет Daily Mail. Вырăнти муниципалитета ӗненес-тӗк Хосе Паулино Гомес 1895 çулхи августăн 4-мӗшӗнче çуралнă, паян 128 çул тултарнă пулӗччӗ. Вăл çуралнă чух эпир куллен усă куракан япаласенчен чылайăшӗ пулман: рентген пайăркисене уçман та, Дмитрий Менделеев периодика таблицине самай каярах уçнă, атом пирки шутлама та пултарайман, Раççейри революцисем, космос... Хăйӗн вăрăм ӗмӗрӗнче мӗн кăна курман, мӗн кăна илтмен ку çын.
Хосе Паулино Гомес çак çулсенче те хăйне хăйех пăхса пурăннă, темиçе органӗ те харăсах чăхăмласа ӗçленипе (вилнин сăлтавӗ те çавах пулнă) юлашки уйăхра çеç вырăнпа выртнă.
Арçын мӗн пӗчӗкрен выльăх-чӗрлӗх пăхнă, тăватă çул каялла çеç юланутпа çӳреме чарăннă. Мăшăрӗпе çичӗ ача пăхса çитӗнтернӗ. Халӗ унран 25 мăнук, 42 кӗçӗн мăнукӗ, 11 кӗçӗн кӗçӗн мăнукӗ юлнă.
Элиан Феррейра мăнукӗ каланă тăрăх, Гомес апат çиессипе выçлăх пулман. Ялта туса илнӗ килти апата çеç çинӗ вăл. Хăйех чăх-чӗп ӗрчетнӗ, сысна ӳстернӗ. Пач эрех ӗçмен тесе те калаймăнун пирки.
Хосе Паулино Гомес ячӗ Гиннесс рекорчӗсен кӗнекинче вăрăм ӗмӗр пурăнакансен шутӗнче çук. Тӗнчери чи ватă çын Испанире пурăнакан 115 çулхи Мария Браньяс Морера тесе çырнă кӗнекере,анчах çакна акă мӗнле ăнлантарма пулать – ни тăванӗсем, ни Бразилири ентешӗсем Хосене Гиннесс кӗнекине кӗртес тесе заявка паман.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев