Тӳнмен йывăçа ан кас
Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа закона пăсса йывăç каснă 40 тӗслӗхе шута илнӗ. Тӗпрен илсен, çынсем пӗлменнипе закона пăсаççӗ. Тӗслӗхрен, хăрнă йывăçа, вăл çӗре ӳкмен-тӗк, касама юрамасть.
ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров «Татар-информ» агентствăра паян иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, вăрманçăсем кăçал 32 пин хутчен тӗрӗслеве тухнă. Çак вăхăтра административлă йӗркене пăснăшăн (тӗпрен илсен ирӗк илмесӗр йывăç каснăшăн тата санитари нормисене пăхăнманшăн) 112 протокол çырса çынсене 970 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Чăн та промышленность шайӗнчех вăрман вăрлани пулман. Çапах та 166 кубла метр чухлӗ йывăç касса вăрмана сăтăр кӳнех. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 27 процент сахалрах ку. Тăкака йăлтах саплаштарнă.
Вăрмана хăрăк турат пуçтарма каякансене министр уйрăмах асăрхаттарчӗ. Вутă-шанкă кирлӗ-тӗк, участок вăрманçисем патне пыма каларӗ вăл, вӗсем ăçта мӗн пуçтармаллине лайăх ăнлантарӗç. Çынсем ку енӗпе закона пӗлсех пӗтерейменнипе административлă явап тытаççӗ те иккен. Закон тăрăх, йывăç çӗре йăванман-тăк, ăна тытма юрамасть, ӳкнисене кăна пуçтармалла. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев