Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ТУРКАЙ ВУЛАВĔСЕМ» ПОЭЗИ ФЕСТИВАЛĔ ТУХĂÇЛĂ ИРТРĔ

2023 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕн Культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă республика шайĕнче «Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» сăвва илемлĕ калакансен иккĕмĕш фестивалĕ иртрĕ.

Ăна йĕркелекенсем Чăваш Республикин Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕн Культура çурчĕ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕ пулчĕç.
«Туркай вулавĕсем» иккĕмĕш фестивалĕн тĕп тĕллевĕ Чăваш халăх поэчĕсен Валери Туркайпа Раиса Сарпи пултарулăхĕсене шкул ачисенче анлăрах сарасси, сумлă çыравçăсен сăввисене палăртуллă та илемлĕ каласси, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси, вĕренекенсен пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăмне ӳстерме пулăшасси пулчĕ. 
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикин Йĕпреç, Вăрмар, Комсомольски тата Улатăр муниципалитет округĕсен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан пуçламăш, тĕп, вăтам шкулĕсен çитмĕл сакăр вĕренекенĕсем тата 18 çултан иртнĕ виçĕ çамрăк хутшăнчĕç.
Конкурса хутшăнакан ачасем Валери Туркайпа Раиса Сарпи поэзине юратни курăнчĕ. Сăвă калакансем Туркайпа Сарпи сăввисене палăртуллă та илемлĕ каларĕç. Сумлă жюри пайташĕсем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем, чăваш халăх поэчĕсем Валери Туркайпа Раиса Сарпи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçисем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров тата Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕн муниципалитет округĕн вырăнти уйрăмĕн пайташĕ Владимир Марушев тĕрлĕ класра вĕренекенсен ăсталăхне сăвва уçăмлăн, сасса кирлĕ пек вылятса, сăмахсене лайăх илтĕнмелле калама пултарнине, сăвă юхăмĕнче кирлĕ чарăну тунине, шухăш пусăмне палăртса каланине кура хак пачĕç, ачасен çул ӳсĕмне кура вĕсене пилĕк ушкăна уйăрса çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕç, диплом парса чысларĕç. Халăх поэчĕ Валери Туркай çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене кăçал пичетленсе тухнă хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. 
«Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» поэзи фестивалĕ ăшă та тухăçлă иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакан ачасемпе çамрăксем сăвва илемлĕ каласа ăсталăхпа пултарулăха кăтартма пултарчĕç. Пучинке ялĕн культура çурчĕ çумĕнчи «Юхăм» фольклор ансамблĕ тата хĕрарăмĕсен Канашĕн ушкăнĕ Валери Туркайпа Раиса Сарпи сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене илемлĕ шăрантарса поэзи уявне илем кӳчĕç, пурин кăмăлне çĕклерĕç.
Жюри ачасене сăвва уçăмлă, сасса кирлĕ пек улăштарса пăхмасăр калама вĕрентнинче тата хăнăхтарнинче чăваш учителĕн тӳпи пысăк пулнине палăртрĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ, 
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, жюри пайташĕ
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев