Тутар театрӗнче чăваш юрри янăрӗ
Иакинф тесенех чăвашсенчен нумайăшӗ кам çинчен сăмах пынине тавçăрчӗ пулӗ. Çапла, «Иакинф» балет Хусанти тӗн академине пӗтернӗ, хамăр çӗршыври синологие никӗслекен, Китая пуçласа тӗпчесе Европăра паллă çын пулса тăнă Никита Бичурин архимандритăн пурнăçӗпе шăпи çинчен.
Муса Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрӗ хăйӗн çӗнӗ сезонне тӗнче шайӗнчи премьерăпа – Резеда Ахиярован «Иакинф» балечӗпе – уçать.
Либреттăн авторӗ – Ренат Харис, хореографӗ – Александр Полубенцев, ӳнерçӗ-сценографӗ – Вячеслав Окунев, постановкăн музыка ертӳçи тата дирижерӗ – Айрат Кашаев.
Иакинф тесенех чăвашсенчен нумайăшӗ кам çинчен сăмах пынине тавçăрчӗ пулӗ. Çапла, «Иакинф» балет Хусанти тӗн академине пӗтернӗ, хамăр çӗршыври синологие никӗслекен, Китая пуçласа тӗпчесе Европăра паллă çын пулса тăнă Никита Бичурин архимандритăн пурнăçӗпе шăпи çинчен.
Палăртса хăвармалла – балетра «Алран кайми» чăваш халăх юрри те янăрать.
«Паянхи çăмăл мар саманара, патшалăхсем, халăхсем пӗр-пӗринпе туслă пулни, килӗштерсе пурăнни кăна тӗнчери тăнăçлăха сыхласа хăварма пулăшнă вăхăтра «Иакинф» балета нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ Тутарстан театрӗнче лартни хăйех тарăн шухăшлă», – тесе шутлать тутар халăх поэчӗ Ренат Харис.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев