Тутарстанра йӗркеленнӗ çӗнӗ батальонсем хатӗрлев урлă иртеççӗ
Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăнма виçӗ çӗнӗ батальон йӗркеленӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ профильлӗ – танк тата артиллери. Танк батальонне Раççей Геройӗн Дамир Исламовăн ятне панă, артиллеристсенне – Совет Союзӗн Геройӗн Борис Кузнецовăнне. Виççӗмӗш мотострелоксен батальонӗ Совет Союзӗн Геройӗ Сабир Ахтямов ячӗллӗ.
Халӗ Тутарстанра йӗркеленнӗ батальонсем çӗршывăн тӗрлӗ регионӗсенче хатӗрлев урлă иртеççӗ: мотострелоксемпе артиллеристсем – Оренбург облаçӗнче, танкистсем – Инçет Хӗвелтухăçӗнче.
«Татар-информ» ИА журналисчӗсем çак кунсенче Тутарстан контрактникӗсем хатӗрлев иртекен çӗрте пулса курнă. «Салтаксене наводка точкисемпе ӗçлеме вӗрентетпӗр. Еплерех тăрăшнине пăхас-тăк, вӗсем вӗренме хатӗрри курăнать. Халь эпир вӗсене мӗн вӗрентни кайран çапăçу хирӗнче çар задачисене пурнăçланă чух кирлӗ пулнине пурте лайăх ăнланаççӗ. Вӗрентнӗ чух ятарлă çар операцийӗнче пулнă çар çыннисен опычӗ çине таянатпăр», – тесе каласа панă журналистсене Б.Кузнецов ячӗллӗ артиллери дивизионӗн Волк призывнойлă инструкторӗ. Вăл каланă тăрăх, тӗл перессине çӳлтен беспилотниксем корректировка тăваççӗ – вӗсем условнăй тăшмана тӗп тума координатсем параççӗ.
Мотострелоксен батальонӗнче те хӗрӳ тренировкăсем пыраççӗ. Вӗсен командирӗ Геннадий каласа панă тăрăх, кăнтăрла, çӗрле перессипе, çар техникине çӳретес енӗпе тӗплӗн вӗренеççӗ. Паллах, кашни ӗçе хăвăрт хăнăхма йывăр. Çапах та опытлă инструкторсемпе командирсем тăрăшнипе çитӗнӳсем те çук мар. Çывăх вăхăтра вӗсем çапăçу хирне кайма хатӗр пулаççӗ.
Çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсен ретне тăрас текенсем тӗплӗнрех
https://heroes-tatarstan.ru/ сайтра вуласа пӗлме пултараççӗ.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев