ВАЛЕНТИНА ТАРАВАТПА – ĂШĂ ТӖЛПУЛУ
Алешкин Саплăк шкулне паллă ентешпе тӗл пулма районти шкулсенче вӗренекенсем те килчӗç
Февралӗн 18-мӗшӗнче В.С.Дементьев ячӗллӗ Алешкин Саплăк шкулӗнче район шайӗнчи «Тăван çӗре юратса» литературăпа музыка мероприятийӗ иртрӗ. Ăна хамăр ентешӗмӗрӗн Валентина Тараватăн пултарулăхне халалланăччӗ. Паллах ӗнтӗ, Валентина Николаевнăна хăйне те «Шанăç» ансамбльпе пӗрле чӗнтӗмӗр. Талантлă ентешӗмӗр хăй те «Ачасене парнеленӗ чӗре» программа хатӗрлесе килнӗ.
Мероприятие районти шкулсенче тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи техникумра вӗренекенсем, вӗрентекенсем хутшăнчӗç. Ачасем Валентина Тараватăн сăввисене вуларӗç, сăвă çырас ăсталăхпа паллашрӗç. Юрăсем те нумай янăрарӗç уявра.
Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче вара унта хутшăнакансем çыравçăн, поэтăн тата композиторăн пултарулăхӗпе тата туллинрех паллашма пултарчӗç. Валентина Николаевна хăй каласа пачӗ пуян творчество çулӗ пирки.
Унтан «Шанăç» ансамбль юрласа-ташласа савăнтарчӗ. Программăна Валентина Тарават çырнă, кӗвӗленӗ юрăсенчен йӗркеленӗ. Лидия Симендеева, Надежда Разинова тата Нина Трифонова солисткăсем хамăр ентешӗн, нумай çул вырăнти колхозра зоотехник пулса ӗçленӗ А.Чебановăн сăввисемпе В.Тарават кӗвӗленӗ юрăсене шăрантарчӗç.
Мероприяти питӗ çӳллӗ шайра иртрӗ. Унта хутшăнакан пӗр çын та Валентина Тараватăн хăй алă пусса парнеленӗ кӗнекисӗр каймарӗ. Çакнашкал тӗлпулусем ачасене тăван халăхăн культурипе, йăлисемпе тӗплӗнрех паллашма май параççӗ.
Валентина Тараватпа «Шанăç» ансамбле çавăн пекех апрель уйăхӗнче чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă районти уява килме те йыхрав парсах ячӗç ентешӗсем.
Роберт ИГНАТЬЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев