Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Пушăн 4-мӗшӗ — Архип тата Филимон. Вăрманта шурă мулкача тӗл пулсан — юр тата та çăвать-ха; сăрă мулкача курни вара ăшăтиччен вăрах кӗтмелле мар. Çак кун мӗн чухлӗ ытларах ырă ӗç тăватăн, çавăн чухлӗ лайăхрах пурăнатăн кăçал.

• Пушăн 5-мӗшӗ — Лев Катанский. Ку хӗлле юлашки хут сăрт çинчен çунашкапа ярăннă. Каçхине тӳпенелле пăхмалла мар: ӳкекен çăлтăр курсан — ырра мар. 

• Пуш уйăхӗн 6-мӗшӗ — Тимофей. Ăшă çил вӗрме пуçлать. Çак кун уяр-тăк — çуркунне те лайăх çанталăк пулать. Çуркунне ир килсен кӗркунне те ир пулать. 

• Пуш уйăхӗн 7-мӗшӗ — Маврикий. Хура кураксем, шăнкăрчсем тата чӗкеçсем вӗçсе килме пуçлаççӗ.

• Пуш уйăхӗн 8-мӗшӗ — Поликарп. Ăшă çанталăка шансах пӗтерме тăхтамалла, час кăна улшăнма пултарать. Енчен те чакак пӳрт çунатти айне пытанать-тӗк — çил-тăман тухасса.

• Пуш уйăхӗн 9-мӗшӗ — Иван. Сăнанă: енчен те кайăксем ялан хӗвел ӳкекен çӗрте йăва çавăраççӗ — çулла сивӗ пулать. Иван кунӗнче юр çусан ака уйăхӗнче те çăвать-ха. 

• Пуш уйăхӗн 10-мӗшӗ — Тарас. Хура кураксем вӗçсе килсе йăва çавăрма пуçланă-тăк — кӗçех çанталăк лайăхланать. Çак кун тултан чӳрече витӗр пӳртелле пăхма хушмаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы