Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана Мускавран пысăк хăвăртлăхлă магистраль пулӗ

Владимир Путин паян, февралӗн 29-мӗшӗнче, Федераллă Пухăва Чӗнсе каланă чух пысăк хăвăртлăхлă чугун çул магистралӗ Мускавран Хусана Чулхула урлă пулассине каларӗ.

Мускавран Хусана пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралӗ пуласси пирки сăмах чи малтан 2013 çулта тухнăччӗ. Ку проект чăнах та  пурнăçланассине Владимир Путин пӗлтӗр август уйăхӗнче тепӗр хут асăннăччӗ, çӗршывра çакăн йышши пурӗ 4 магистраль пулассине каланăччӗ вăл ун чух. Владимир Владимирович паян, февралӗн 29-мӗшӗнче, Федераллă Пухăва Чӗнсе каланă чух ку шухăша тепӗр хут çирӗплетрӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, магистраль пирӗн пата Чулхула урлă килмелле, анчах халех мар-ха. Пӗрремӗшӗ Мускава Петербургпа çыхăнтарӗ.

«Пӗрремӗш маршрут Мускавпа Санкт-Петербурга Тверь тата авалхи Аслă Новгород хуламăр урлă иртӗ. Унтан магистарль Хусанпа Урала, Дон-çи-Ростов урлă хура тинӗс хӗррине, кайран тăванла Белорус çӗршывне, Минск хулине тата ытти çӗре пулӗ», — терӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество