ХУСАНКАЙ – МАНĂН ПУРНĂÇРА
«…Сиктӗрме тăрăхӗнчи хăш-пӗр çынсем Хусанкай ялӗн унчченхи ятне тавăрмалла теме хăйнăшăн хама та, АСЛĂ ПОЭТА хисеплесе пуç таякан миллион-миллион çынна та намăс пулнăн туйса илтӗм», – çапла сăмахсемлӗ «Хăватлă, сумлă, ырă ят ӗмӗр халăхра юлать» тӗрленчӗке (Сувар, 13-14 №№) чӗре çывăхнех илсе вуларăм. Ентешӗм (Раккассипе Элшел ялӗсен хушши виçӗ çухрăма яхăн çеç) Анатолий Тимофеев çырнипе пӗтӗмпех килӗшетӗп. Шел, Петӗр Хусанкая хăйне эп курман, ӗмӗрлӗх тӗнчине кайнă чухне ача çеç пулнă-ха. Апла пулин те Чăваш халăх поэчӗ яланах манпа юнашар тăнă пек, пурнăçра та, пултарулăхра та пулăшса пынă пек…
Поэт пултарулăхӗпе пуçласа паллашни
1972 е 1973-мӗш çулсемччӗ пулас. Эпир, çамрăк пионерсем, хамăрăн отряда Совет Союзӗн Геройӗ Валя Котик ячӗпе хисеплетпӗр. Вăл пирӗн çулсенчех фашистсене хирӗç хăюллăн кӗрешсе паттăррăн пуç хунă. 9-мӗш класра вӗренекен Мишша комсомолец – отряд вожатăйӗ. Вăл пирӗнпе куллен тенӗ пек калаçу-ыйтăм ирттерет: çамрăк паттăрсем пирки пӗлетпӗр-и? «Пионер сасси», «Пионерская правда» хаçатсене вулатпăр-и? Пӗррехинче уроксем хыççăн пире кăшт тăхтаса тăма ыйтрӗ. Хăйпе пӗрле «Пионер сасси» илсе килнӗ иккен. Унта «Тăван çӗршыв» ятлă поэма пичетленнӗ, авторӗ – Петӗр Хусанкай. Каламалла ӗнтӗ, çав вăхăтра хаçатсем йӳнӗ пулсан та кашни килтех çырăнайман, мӗншӗн тесен ахаль колхозникре ӗçлекен атте-аннесене укçа питех тивеймен, кашни пусах перекетлеме тивнӗ. Çавăнпа эпир, çамрăк пионерсем, кивӗ хут, тимӗр-тăмăр пухаттăмăр, эмел курăкӗ, çăка вăрлăхӗ, юман йӗкелӗ пуçтараттăмăр. Çавсемшӗн хамăра тивӗçекен укçапа хаçат çырăнаттăмăр.
Акă «Пионер сассинчи» «Тăван çӗршыв» поэмăна черетленсе вулатпăр, сасăпа, хавхаланса:
Мӗн-ши вăл Тăван çӗршыв?
Аякра-ши, çывăх-ши?
Аякра та, çывăх та,
Чим, каласа парам, тăхта…»
«Питӗ лайăх çырнă-çке!» – тетпӗр тӗлӗнсе. Çапла вара эпӗ пуçласа Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе паллашрăм. Питӗ-питӗ килӗшнӗччӗ сăвăçăн «Тăван çӗршывӗ». Хăш-пӗр сыпăкне пăхмасăр та вӗреннӗччӗ. Çавăн хыççăн «Пионер сассие» тимлесех вулама пуçларăм. Хаçатра хамăр районпа юнашар Çӗпрел енчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Николай Казаковăн заметкисем тăтăшах пичетленнине асăрхарăм. Ку мана интереслентерсех ячӗ. Ара, вăл та ман пекех 6-мӗш класра кăна вӗренет пулин те хăйсен шкулӗнчи пурнăç çинчен хыпарсене хаçат редакцине çырса тăма пултарать! Эпӗ пултараймăп-и?
«Пионер сассин» пӗр номерӗнче «Тăванла çӗршывсене пӗлетӗр-и?» темăпа викторина ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ, ыйтăвӗсене панăччӗ. Эпӗ те çак викторинăна хутшăнтăм, «Ача-пăча энциклопедийӗпе» усă курса пур ыйтăвăн хуравне тупрăм. Çапла вара çак викторинăран тытăнса пионерсен чăвашла хаçачӗпе çыхăну тытма пуçларăм. Тӗлӗнмелле те пулчӗ, викторина çӗнтерӳçисен йышне кӗртсе мана редакци Петӗр Хусанкайăн «Тăван çӗршыв» ятлă çӳхе кăна кӗнекине тата Хисеп хучӗ ярса панăччӗ. Çапла вара халăх поэчӗ маншăн тата та çывăх пулчӗ. Шкул библиотекинчен Петӗр Хусанкайăн пур кӗнекине те илсе вулама пуçларăм. Хăш-пӗр вӗрентекене çакă килӗшмен-мӗн, вӗсен кăмăлсăрлăхне уроксенче асăрхаттăм. Тен, эпӗ район хаçачӗпе «Ялавпа», Шупашкарта пичетленекен «Пионер сассипе» çыхăну тытни килӗшмен?
Класран класа куçнă май Петӗр Хусанкайăн шкул программинчи «Таня» поэмине, «Аптраман тавраш» сăвăлла романне юратса вӗрентӗмӗр.
Мухтавлă чăвашсен ят-сумӗ пулăшрӗ
Çар хӗсметӗнче тăнă чухне пӗр интереслӗ ӗç пулса иртнӗччӗ. Фотокорреспондент тивӗçӗсене пурнăçланă май, мана фотолаборатори, ӗç пӳлӗмӗ уйăрса панăччӗ. Пӗррехинче, кӗтмен çӗртенех, манăн пӳлӗмсене штаб офицерӗсем тӗрӗслеме персе çитрӗç – урăх ӗçсемпе аппаланмастăп-и, ют япаласем упрамастăп-и? Нимех те тупаймарӗç. Çапах та, сӗтел çинче выртакан «Ялав» журналсене курсан «савăнсах» кайрӗç: «Э-э, ав, темле ют чӗлхепе çырнă журнал вулатăн иккен эсӗ, рядовой юлташ!» (Журнал номерӗсене мана анне почтăпа ярса тăратчӗ) Пӗр журналӗнчен Савелий Крамаров сăнӗ тухса ӳкрӗ, эпӗ ăна «Советское фото» журналран касса илнӗччӗ. Артист ун чухне ют çӗршыва тухса кайнăччӗ те ун пирки аванах мар калаçатчӗç. Ку та мана тапăнмалли сăлтав пулчӗ иккен. Пысăк çăлтăрлă офицерсем журналсене тимлесех тишкерме тытăнчӗç – манăн тата пысăкрах айăпсене шыраççӗ ӗнтӗ. Акă, РСФСР халăх артисткин Вера Кузьминан сăнне хуплашка çине ӳкернӗ журнал пирки ыйтаççӗ. Эпӗ вăл чăваш халăхӗн талантлă та мухтавлă хӗрӗ, халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн мăшăрӗ пулнине ăнлантаратăп. Хусанкай пирки пӗлеççӗ, илтнӗ, теççӗ. Анчах каллех инкек: эпӗ Тутар Республикинчен пулнăран мана тутар тесе шутланă иккен, мӗншӗн-ха тепӗр халăх пирки калаçатăп? Хам чăваш пулнине ӗнентеретӗп, тӗслӗхсем илсе кăтартатăп, анчах хăшӗ-пӗри чăвашсем çинчен пит пӗлсех те каймаççӗ-мӗн… Юрать-ха, çӳлӗк çинче Андриян Григорьевич Николаев космонавтăн генерал тумӗпе тата орден-медалӗсемпе ӳкерӗннӗ сăнне çаптарнă хуплашкаллă «Ялав» пурччӗ, ăна кăтартатăп, вăл та чăваш пулнине калатăп. Ку та вӗсемшӗн кӗтменлӗх пулчӗ пулас. Çав номертех Петӗр Хусанкайăн портречӗ те, сăввисем те пичетленнӗччӗ. Чӗнмен хăнасен ахалех тухса кайма тиврӗ вара. Каярахпа, хамăн куратор, политпай пуçлăхӗ: «Вӗсем сана мар, мана варалас тесе çапла çӳреççӗ. Маттур эсӗ, хăвăн чăвашлăхупа вӗсене самаях тӗлӗнтернӗ иккен», – терӗ. Çапла вара, мана хулари хӗсметрен аякка Çурçӗре е Çӗпӗре ярасран чăваш халăхӗн мухтавӗсем 3-мӗш космонавт А.Г.Николаев, РСФСР (каярахпа СССР) халăх артистки В.К.Кузьмина, Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай сăнарӗсем хăтарса хăварчӗç.
СССР халăх артисткин парни
1982 çул. Апрелӗн 14-мӗшӗ. Çуркуннехи ăшă кунсем. Чăваш патшалăх университетӗнче Ăслăлăх кунӗ. Эпир, историпе филологи факультетӗнче учительпе журналиста, чӗлхепе литература тӗпчевне вӗренекенскерсем, секцисене пайланса ӗçлетпӗр. Пирӗн ушкăн Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай пултарулăхне тишкерет. Студентсемпе чӗннӗ хăнасен йышӗ пысăк пулассине пӗлнӗ пекех пире чи пысăк аудитори уйăрса панăччӗ. Интереслӗ, çӗнӗ хыпарсемпе пуян пӗлтерӳсем нумай пулчӗç. Эпӗ «Петӗр Хусанкая сăнарлакан фотоӳкерчӗксен пуххи» темăпа калаçнăччӗ. Пирӗн секци ӗçне Петӗр Хусанкайăн мăшăрӗ СССР халăх артистки В.К.Кузьмина, поэт юлташӗсем филологи ăслăлăхӗн кандидачӗсем Н.И.Ивановпа Н.С.Дедушкин, Чăваш халăх çыравçи Хветӗр Уяр, Н.Ф.Евставфьев поэт, педагогика ăслăлăхӗн кандидачӗ Р.Н.Петрова хутшăнни илем кӳчӗ. Вӗсем те сăмах каларӗç, Хусанкая аса илчӗç, пирӗн ӗçсене хакларӗç. Уйрăмах Вера Кузьминична халăх поэчӗн сăввисене, «Тилли юррисем» ярăмри хайлавсене чуна витермелле калани асра юлчӗ. Эпӗ унччен артистка сăвăсене çапла илемлӗ каланине илтменччӗ-ха. Çав кун В.К.Кузьмина мана Петӗр Хусанкайăн «Пин-пин чӗре» ятлă кӗнекине парнеленӗччӗ. Вăл маншăн ӗмӗр асăнмалăх хаклă парне пулчӗ.
1983 çул. Чăвашсем СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина 60 çул тултарнине паллă тăваççӗ. Шупашкарта çеç мар, Мускавра та, ытти çӗрте те. Телевидени ӗçченӗсем артисткăн кун-çулӗпе пултарулăхне халалласа кинофильм ӳкересшӗн. Студентсемпе тӗлпулу йӗркелесе çав саманта та сăнарласшăн-мӗн. Тележурналистсем йӗркелӳ ӗçне пурнăçлама мана ыйтрӗç. Епле хирӗçлейӗн юлташăмсене. Акă манăн Вера Кузьминичнăпа курнăçмалла, пулас тӗлпулу тытăмӗ пирки калаçмалла. Анчах хăçан, мӗнле майпа? Вăхăчӗ пур-ши унăн студентпа тӗл пулма? Хамăра тӗрӗк халăхӗсен историне вӗрентекен Атнер Петрович Хузангайпа канашлатăп, вăл амăшӗпе калаçма пулчӗ. Чăнах та, артистка пушă вăхăт тупайнă иккен, театра репетицие кайиччен мана килӗнче кӗтет. Эпӗ Ленин проспектӗнчи 38-мӗш çурт умӗнче тăратăп. Кунта Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай 1960–1970 çулсенче пурăннине пӗлтерекен Асăну хăми вырнаçтарнă. Тăваттăмӗш хутри хваттер алăкне Вера Кузьминична хăйех уçрӗ, мăнукӗсем, Атнер Петровичпа Гажидма Дамбаевнан ачисем – Петӗрпе Тенгиз та – килтех, вӗсен хăйсен пӳлӗмӗ, асламăшӗ патне килнӗ хăнана чăрмантарас темерӗç. Вера Кузьминична манпа, хăйӗнчен чылай çул çамрăк студентпа, йăл кулса калаçрӗ. Эпӗ хама малтан питӗ именчӗклӗн тытаканскер, çак ăшă кулла, ăшă йышăнăва курса хăюллантăм тата артистка эпӗ Тутар Республикинчен, Тăхăрьялтан пулнине астуса юлнă иккен, мана пӗрмаях Хусанкай ентешӗ тет. Çакă та хăюллатрӗ-тӗр. Эпир зала иртрӗмӗр. Мӗн асăрхарăм-ха? Пӳлӗмре хаклă, йăлтăр-ялтăр япаласем, чаплă сӗтел-пукан çук. Стена çинче Петӗр Хусанкайăн çуллă сăрăпа ӳкернӗ портречӗ, кӗнекесемпе тулли çӳлӗксем. Урайӗнче килте тӗртнӗ саркăч. Вера Кузьминична сӗтел хушшине ларчӗ те эпӗ илсе килнӗ хутсене вулама пуçларӗ. Сӗтелӗ вара, сӗтелӗ... Çӳхе хăмасенчен çапса ăсталанăскер, хăмисене яках та саваламан, сăрламан, пӗр-пӗрин хушши те самаях пысăк – кивӗ ӗнтӗ. Сӗтеле тимлӗн сăнанине курсан кил хуçи йăл кулса ячӗ те: «Хусанкай ăсталанă сӗтел», – терӗ. Хăйӗн хаклă çыннине Петӗр Хусанкая питӗ хисеплесе пурăнать иккен Вера Кузьминична. Вăл палăртнă тӗлпулу йӗркипе килӗшнине, çапах та пирӗн пата пӗччен мар, ӗнерхи студентсемпе пырассине пӗлтерчӗ. Чăнах та тӗлпулăва вăл Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнчен тинтерех вӗренсе тухнă çамрăк артистсемпе килчӗ. Вӗсем, паллах, хăйсен калаçăвӗпе тӗлпулăва пуянлатрӗç.
Вера Кузьминична хальхинче те ытларах Петӗр Хусанкай çинчен нумай каларӗ, сăввисене вуларӗ. Поэтпа пуçласа Мускавра артиста вӗреннӗ чух 1946 çулта тӗл пулнине, ун патне госпитале çӳренине пӗлтерчӗ. Çавăн чухне поэтăн «Таня» поэмине чӗрене хускатмалла каласа тӗлӗнтернӗ-мӗн. «Кун пирки Петр Петрович час-часах аса илетчӗ», – терӗ вăл. Пирӗн тӗлпулăва телекурав ăстисем пӗтӗмпех ӳкерсе илчӗç. Каярахпа кирлӗ сыпăксене фильма кӗртрӗç те куракансене кăтартрӗç. Питӗ илемлӗ, интереслӗ передача пулчӗ вăл. Вера Кузьминична каллех парне турӗ: вăл Атнер Петровичран телетӗрленчӗкӗн копине мана валли парса янă. Эпӗ халӗ те, чылай çул иртнӗ хыççăн, çав тӗлпулăвăн саманчӗсене курса савăнатăп.
Поэт тăван çӗршывӗнче – Хусанкайра (Хузангаевăра)
«Кашни çулах И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче вӗренекенсем çулла тӗрлӗ экспедицире пулаççӗ. 1-мӗш курссем халăх сăмахлăхне пухаççӗ, 2-мӗш курссем тӗрлӗ вырăнта пурăнакан чăвашсен калаçăвне тӗпчеççӗ. Студентсем хамăр республикăра çеç мар, йăхташсем пурăнакан ытти вырăнсенче те пулаççӗ. Экспедицисем йӗркелесси юлашки çулсенче уйрăмах вăй илчӗ. Пирӗн çӗршывра чăвашсен шучӗ – икӗ миллиона яхăн. Вӗсенчен çур пайӗ кӳршӗллӗ Тутар, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск, Куйбышев облаçӗсенче тата ытти вырăнсенче пурăнаççӗ. Апла пулин те, кунти халăх пурнăçне, йăли-йӗркине, калаçăвне çителӗксӗр тӗпченӗ. Тӗпчемелли, сăнамалли вара чылай. Кăçалхи чăваш диалектологи экспедицине Тутар АССРӗнчи Элкел районӗнче ирттерме палăртнăччӗ...», çапла çырнă эпӗ 1983 çулхи сентябрӗн 24-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗнче» пичетленнӗ «Хусанкай çӗршывӗнче» тӗрленчӗкре. Малалла Атăлпа шыв çийӗн хăвăрт çӳрекен «Метеорпа» пире Куйбышев хулине (халӗ Пăлхар) илсе çитернине, кунти историпе культура палăкӗ шутланакан «Пăлхар» заповедника курса çӳренӗ хыççăн автобуспа Пасарлă Матака, унтан хуçалăх машинисемпе Сиктӗрмене кайнине пӗлтернӗ. Чăнах та Петӗр Хусанкай çырнă пекех: «… Эпир аслă шыв çулӗнчен те, чукун çулран та 60 çухрăмра пурăнатпăр. Вун ултă çула çитиччен эпӗ хула та, пăрахут та, пăравус та курман».
Эпир Сиктӗрмере, Хăлатура, Хăратара, Чăваш Пăрнайӗнче, Тури Çӗньялта, Чăваш Шапкинче пулса куртăмăр. Пире вырăнти калаçу уйрăмлăхӗсем, çынсен ячӗсемпе хушамачӗсем (официаллисем тата ял çинчисем) интереслентерчӗç. Çав вăхăтрах халăх сăмахлăхӗпе те, йăли-йӗркипе те кăсăклантăмăр.
Тараватлă кунти халăх. Вӗсем пире ăшă кăмăлпа, ырă сунса кӗтсе илчӗç. «Шупашкарсем çитрӗç!» – текен хыпар хăвăрт сарăлчӗ. Пирӗнпе паллашма ватти-вӗтти, çамрăкки килчӗ.
«Сиктӗрме! Савса сиктертӗн
Ешӗл-симӗс сăпкунта.
Малтанхи хавасăм, тертӗм,
Хура-шурăм – йăлт кунта», – çапла çырнă Петӗр Хусанкай тăван ялне савса. Халăх поэчӗ вӗреннӗ тесе шкул çурчӗ çине Асăну хăми çапнă. Эпир çак шкулта вырнаçрăмăр, кунта пурăнтăмăр. Мӗн асăрхарăмăр-ха: столовăй кухнинче апата электроплитасемпе мар, кăмакара, пысăк хурансенче пӗçереççӗ. Эпир те вутă çунтарса хамăра çимелли хатӗрлерӗмӗр.
Сиктӗрме тăрăхӗ халăх сăмахлăхӗпе, йăли-йӗркипе пуян. Хусанкай хăйӗн пултарулăхне кунти илемлӗ тавралăхпа, ял тавра юхса выртакан çырмипе, пӗвесемпе, кӳлӗсемпе киленсе туптанă, ӗçчен ентешӗсемпе савăнса аталантарнă. Сиктӗрме сӗткенӗ поэт сăввисенче те лайăх палăрать. «Тилли юррисем», «Сиктӗрме ярăмӗ» тата ытти нумай хайлав – чăваш поэзийӗн пуянлăхӗ, тупри. Хусанкайăн произведенийӗсенчи сăнарсен хăш-пӗр прототипӗсем ялта пурăнатчӗç-ха. Вӗсем пирӗнпе тӗл пулма, уйрăмах поэт ывăлӗпе Атнер Петровичпа (вăл пирӗн экспедици ертӳçиччӗ) калаçма хавас пулчӗç.
Сиктӗрме ялӗ ун чухне вырăсла Хузангаево ятлăччӗ. Ку ӗнтӗ официаллă çырупа калаçура. Çынсем вара чăвашлатса Хусанкай тетчӗç. Эпир ял тăрăх курса çӳренӗ чухне тепӗр тӗлӗнтермӗш асăрхарăмăр: хăш-пӗр урамра улăм витнӗ хуралтăсем те пур. Ял çыннисене тепӗр нуша тарăхтарать иккен – вӗсем пахчисенче çӗрулми йăранӗсене тапăннă колорадо нăррисене пӗшкӗнсе пухатчӗç. Шупашкар енчи ялсене çак амак тарăхтармастчӗ-ха.
Студентсем кашни ялтанах çырса тултарнă хулăн тетрадьсемпе, карттăсемпе, схемăсемпе таврăнчӗç. Диалектологи экспедийӗнче пуçтарнă материалсем кунта пурăнакан чăвашсен пурнăçне, вӗсен культурине, историлле аваллăхне лайăх кăтартаççӗ. Вӗсем филологсене интереслентерӗç, студентсене вӗренӳре кирлӗ пулӗç. Чăнах та, хăш-пӗр студент экспедици пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх курс тата диплом ӗçӗсем çырчӗç. Эпӗ те Атнер Петрович Хузангай ертсе пынипе «Сиктӗрме тăрăхӗнчи топонимика» темăпа курс ӗçӗ хатӗрленӗччӗ. Чунтан хисеплекен преподавательпе, вăл манран чылай аслăрах пулин те, туслашсах кайрăмăр вара.
Каçсерен ялсенчи культура çурчӗсемпе клубсенче студентсен сасси янăрарӗ. Вӗсем А.П.Хузангай, Ю.М.Виноградов, В.В.Андреев преподавательсем пулăшнипе интереслӗ концерт хатӗрленӗ. Сиктӗрмесемпе ытти ялсенчи ӗçченсем чăваш халăх юррисене, ташшисене, шӳчӗсене, çамрăксем хăйсем çырнă сăввисене каланине кăмăлласах йышăнчӗç. Чăваш телестудийӗ 1979 çулта кунта ӳкернӗ «Сиктӗрме çăлкуçӗ» кинофильмпа кăсăклансах паллашрӗç. Поэт ентешӗсем хăйсен мухтавлă çыннине питӗ-питӗ хисепленине, юратнине хамăр куртăмăр, хамăр илтрӗмӗр.
Унтанпа ӗнтӗ чылай çул иртрӗ. Сиктӗрме-Хусанкайра утса çӳрени вара паян пулса иртнӗ пек.
Василий ЦЫФАРКИН.
Пăва районӗ,
Элшел ялӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
СССР халăх артистки В.К.Кузьмина сăвă калать. 1983 çул.
Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă ăслăлăхпа практика конференцийӗнче В.К.Кузьминапа поэт юлташӗсем ЧПУри студентсен хăнисем. Сулахайран сылтăмалла: филологи ăслăлăхӗн кандидачӗсем Н.И.Ивановпа
Н.С. Дедушкин, В.К.Кузьмина, чăваш халăх писателӗ Хветӗр Уяр, Н.Ф. Евстафьев поэт, педагогика ăслăлăхӗн кандидачӗ Р.Н.Петрова. 1982 çул.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев