Сентябрӗн 18-19 тата 20-мӗшӗсенче РФ Патшалăх Думин IX пухăвне депутатсем суйлатпăр. Ирхине 8 сехетре республикăри мӗнпур суйлав участокӗ уçăлнă, суйлавçăсене йышăнма вӗсенче йăлт хатӗр, виçĕ кун та каçхине 20:00 сехетчен ӗçлеççӗ. Суйлав хăй йӗркипе пырать, кун çинчен Тутарстанăн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ А.С. Кондратьев «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.
Суйлав кăçал виçĕ шайпа иртет. Тӗрӗсрех каласан, РФ Патшалăх Думипе пӗрлех Çӳлту районӗнчи 50№ суйлав округӗ ТР Патшалăх Думине тата 40 район вырăнти хăйтытăмлăх управленине депутатсем суйлать.

«Паян, 2026 çулӑн сентябрӗн 18-мӗшӗ –официаллӑ суйлав кунӗ. Ирхине 8 сехетре пур суйлав участокӗ те уçӑлчӗ, лайӑх кӑмӑл, чаплӑ çанталӑк. Эпӗ халь кăна СНГ çӗршывӗсен халăхсем хушшинчи миссийӗн делегацине кӗтсе илтӗм. Пирӗнни пекех вӗсен те кăмăлӗсем лайăх. Хăна çуртне вырнаçма кайнă чух çула май университет тата энергоуниверситет суйлав участокӗсене кӗрсе тухрăмăр.
Уçăлнă кăна пулсан та çамрăксем хастар сасăлаççӗ унта. «Пӗрремӗш хут сасăлакансем» программа пурри çав тери тӗлӗнтерчӗ делегатсене. Кăçал пуçласа суйлаканнисем 47 пинӗн пирӗн. Вӗсене кашнине уйрăм йыхрав янă, суйлав участокӗсенче питӗ лайăх кӗтсе илӗç, асăнмалăх сувенирсем парнелӗç», — терӗ вăл.
Тутарстан çыннисен суйлама виçĕ мел пуррине те аса илтерчӗ Андрей Станиславович. Вӗсенчен пӗри — пропискăра тăракан вырăнта. Иккӗмӗшӗ – килте, ку ӗнтӗ сывлăх енчен çирӗп маррипе е чирленипе, е вырăнпа выртакана никампа хăварма çуккипе суйлав участокне килейменнисене пырса тивет. Сăмах май, иккӗмӗш категорири çынсем килте сасăласси пирки сентябрӗн 20-мӗшӗн 14 сехетӗччен суйлав комиссине шăнкăравласа е çынран каласа ярса пӗлтерме ӗлкӗрмелле.
Ку е вăл сăлтавпа суйлав вăхăтӗнче килте пулма май килменисем сентябрӗн 14-мӗшӗччен «Патшалăх услуги» урлă суйлав участокӗн вырăнне улăштарма май пурччӗ. Енчен суйлав кунӗсенче ют çӗршывра отпускра, командировкăра пулакансем пирки те манман. Раççей гражданӗсен 152 çӗршывра дипломати представителӗсенче суйлама майсем туса панă.
«Пӗр миллион ытла Раççей суйлавçи хальхи вăхăтра ют çӗршывсенче, вӗсем ăçта суйлама май пурри çинчен интересленеççӗ», — терӗ Андрей Станиславович Раççей суйлавçисене хăйсен гражданла тивӗçне ют çӗршывсенче те пурнăçлама майсем туса панине. Ăçта тата хăçан сасăламалли çинчен информаципе МИД сайтӗнче тӗплӗн паллашма пулать-мӗн.
Суйлав вăхăтӗнче «Хӗрӳ лини» те ӗçлет. Хальлӗхе унта 500 шăнкăрав килнӗ. Вӗсем ытларах суйлав комиссин адресӗпе, кандидатсемпе политика партисем, паспорт даннăйӗсем улшăннипа тата килте сасăлассипе çыхăннă ыйтусем. Суйлав мӗнле иртнине яланхи пекех суйлав участокӗсенчи видеосăнав тăрăх та, сăнавçăсем вырăнта ларса та сăнаççӗ. Ют çӗршыв сăнавçисем те пулаççӗ. Тӗпрен илсен вӗсем СНГ çӗршывӗсенчи халăхсем хушшинчи миссийӗн çыннисем тата Екатеринбургра иртнӗ Халăхсем хушшинчи çамрăксен форумӗн Аргентина, Индонези, Иран, Ирак, Оман, Узбекистан, Ливан, Египет, Мадагаскар эксперчӗсем килме кăмăл тунă.
Нет комментариев