Суйлавçăсемпе те паллаштараççӗ, парнепе те савăнтараççӗ.
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлавçăсемпе те паллаштараççӗ, парнепе те савăнтараççӗ.

ТНВ Генеральнӑй директорӑн информаци вещанийӗ енӗпе ҫумӗ Светлана Николаевна Кадырова паян суйлав участокӗсем уçăлсанах сасăлани çинчен пӗлтерчӗ журналистсене

 

Çапла ир суйлав участокне васканинчен тӗлӗнмелли çук, умра вун тăватшар сехете тăсăлакан телемарафон. «Гиннес кӗнекине кӗме заявка памаллаччӗ иккен»,Светлана Николаевна Кадырова – шӳтлет Светлана Николаевна. ТНВ телекомпани суйлав вăхăтӗнче 14 сехетшер эфирта пулни пӗрремӗш хут мар-çке – хăнасем, тӗлпулусем, республикăн муниципаллă районӗсенчи ӗçтешӗсемпе çыхăнса репортажсем эфира кăлараççӗ. Ытарлăн каласа студи икӗ зонăна уйрăлать – социологсемпе политологсен тата çемье зони.

«Пӗтӗм çемьепе суйлава!» акци йăлана кӗнӗ ӗнтӗ, кăçал та сулмаклăн иртет вăл. Малтанах пурте пӗлекен, интереслентерекен хыпарсене  аса илтерчӗ Светлана Кадырова. Суйлавăн виçӗ кунӗнче те телестудире пӗрер çăмăл машина, кашни сехетре айфон вылянтараççӗ. Республика, çӗршыв тăнăçлăхне пысăк тӳпе кӗртнисене халалласа сюжетсем хатӗрлеççӗ, 35, 51 тата ытларах çул ӗçленисене камера умӗнче чыслаççӗ.

Çак кунсенче телекуравçăсем виçӗ ылтăн туй пăхӗç. 50 çул каялла мӗгнле иртнӗ, çапла тăвасшăн постановкăна: гладиолус чечекӗсем, туй ташши, ылтăн çӗрӗсем... Каччипе хӗрӗ çеç 50 çул аслăрах. ИИ пулăшнипе кашни мăшăрăн юрату историне ӳкерсе чуна пырса тивмелле фильм ӳкернӗ, ăна та курӗç телекуравçăсем.

Тӗрлӗ тематикăллă фотоконкурссем йышлă пулаççӗ: «чи креативлă çемье»; «чи кулакан çемье»; «чи йышлă çемье»... Паллах, вӗсене тӗп тема пӗрлештерет – «Пӗтӗм çемьепе суйлава!».

Паллă çынсем, искусство, спорт, эстрада çăлтăрӗсем çемйисемпе суйланин репортажне кăтартӗç, хăйсемпе студире тӗлпулу йӗркелӗç.  Паллах, юрă-ташăсăр иртмӗ вăл.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


#Выборы2026

Нет комментариев