Марат Ахметов: Сасӑлав  – çӗршыв пӗрлӗхӗн экзаменӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Марат Ахметов: Сасӑлав – çӗршыв пӗрлӗхӗн экзаменӗ

Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗн тивӗçӗсене пурнӑçлакан Марат Ахметов Хусанти Туполев ячӗллӗ наци тӗпчевпе техника университетӗнче (КНИТУ – КХТИ) вырнаçнӑ 55-мӗш суйлав участокне çитсе РФ Патшалăх Думин суйлавӗнче чи малтан сасӑланӑ депутатсенчен пӗри пулнӑ. Кун пирки ТР Патшалӑх Канашӗн пресс-служби пӗлтерет.

Марат Ахметов проголосовал на выборах. Фото:пресс-службы Госсовета РТ.
Марат Ахметов чи малтан сасӑлакан депутатсенчен пӗри. 

Марат Ахметов ятарлӑ çар операцийӗ вăхăтӗнче иртнине шута илсе хальхи суйлав кампанийӗ хăйне евӗр лару-тăрура иртнине палӑртнă. Вӑл каланă тӑрӑх, кашни çын суйлава хутшăнни унăн яваплӑхне çав вӑхӑтрах халăх  пӗрлӗхпе тата  наци ертӳçине Владимир Путина мӗнле тӗрев  панине кăтартать.

Ун сăмахӗсем тăрăх, Тутарстан яланах обществӑпа политика пурнăçне хастар хутшăнать,  республика  çапӑçу хирӗнче те  паттӑрлӑх кăтартать,  мирлӗ  ӗçре çитӗнӳсем туса  пӗтӗмӗшле çӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывать.  

Вӑл Тутарстан çыннисене суйлавра яваплӑхпа хастарлӑх кӑтартма чӗнсе каланӑ, вӗсем çӗршыв кун-çулне хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.


марат ахметов госсовет рт #Выборы2026

Нет комментариев