Тутарстанра виçӗ куна тăсăлакан РФ Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавӗ пуçланчӗ. Унпа пӗрлех республикăри «Пӗтӗм çемьепе суйлава!» фотоконкурс та хута кайрӗ.
Конкурса 9.00 сехет тӗлне 11 пин ытла çын хутшăннă. «ВКонтакте» социаллă сетьри «Татарстан Алга» сообществăра тӳрӗ эфир вăхăтӗнче 17-мӗш iPhone смартфонсен пӗрремӗш хуçисен ячӗсене пӗлтерчӗç те ӗнтӗ. Вӗсем Алексей Афаныкин, Евгений Кондаков, Альмир Фарухов, Лилия Тазеева тата Евгения Вавилова пулчӗç.
Çӗнтерӳçӗсене малалла та палăртӗç: кашни кун 9.00 сехетрен пуçласа 19.00 сехетчен 11 смартфон (кашни сехетре) вылянтараççӗ, 20.15 сехет тӗлнелле Sollers ST8 автомобильӗн хуçи паллă пулать, виçӗ кун хушшинче – виçӗ Sollers ST8 автомобиль тата 33 iPhone смартфон илме май пур.
Парнесемшӗн тупăшас тесен:
- Суйлав участокӗн тулашӗнче çемьепе сăнӳкерчӗк тумалла, кадрта вывеска, баннер тата ятарлă сулă курăнмалла.
- Ăна «ВКонтактери» уçă страницăра #ВсейСемьейНаВыборы тата #ТатарстанАлга хештегсемпе кăлармалла.
- Сăнӳкерчӗкре çемьери сахалтан та икӗ çын, вӗсенчен пӗри вунсаккăртан иртни пулмалла.
Сăнӳкерчӗксене сентябрӗн 18-мӗшӗнче 08.00 сехетрен пуçласа сентябрӗн 20-мӗшӗччен 20.00 сехетчен йышăнаççӗ. Сасăлавăн кирек хăш кунӗнче пичетленнӗ сăнӳкерчӗк конкурсра юлать, пур вылява та хутшăнать.
Нет комментариев