15 сехет тӗлне Тутарстанра суйлавçăсен 23,5 проценчӗ сасăланă
Тӗп хыпар

15 сехет тӗлне Тутарстанра суйлавçăсен 23,5 проценчӗ сасăланă

15 сехет тӗлне республикăра суйлавçăсен 23, 5 проценчӗ сасăланă, кун çинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ А.С. Кондратьев «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

А.С. Кондратьев каланă тăрăх, суйлав участокӗсем уçăлнăранпа суйлав хăй йӗркипе лăпкă иртет, йӗркене пăснă, çăхав панă пӗр тӗслӗх те пулман.Тутарстанра суйлав мӗнле иртнине 14 пин сăнавçă суйлав участокӗсенче сăнать. Çав шутра ют çӗршыв (СНГ çӗршывӗсенчен) çăнавçисем те. Делегацие Казахстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн çумӗ Мухтар Ерман ертсе пырать. Вӗсем Хусанта Тӗп суйлав комиссийӗнче, суйлав участокӗсенче пулса суйлава çӳллӗ шайра йӗркеленине, халăх хастар хутшăннине палăртнă.

Выборы в Татарстане

«20 минута палăртнă  калаçу пӗр сехетех тăсăлчӗ. Казахстан Республикин питӗ сумлă суйлав комиссийӗ, вӗсен 12 миллион суйлавçă. Питӗ пысăк опыт. Пӗрпеклӗхсем те пур пирӗн. Тӗп суйлав комиссийӗ çумӗнче тӗрлӗ парти представителӗсенчен тăракан Эксперт канашӗ пирӗн кăна тесе эпир, вӗсен те пур иккен. Суйлав комиссийӗпе пӗрле тачă çыхăну тытма халех калаçса татăлтăмăр»,–  терӗ Андрей Станиславович кун пирки.

Вăрттăнлăх çук

СНГ сăнав миссийӗн сăнавçисем суйлав пынă виçӗ кунӗнче те иртен пуçласа каçченех ӗçлеççӗ. Суйлав участокӗсем мӗнле уçăлнине, хупăннине пăхаççӗ. Ытти сăнавçăсемпе, ТР Обществăлла палатăран та вӗсем 2800-ӗн, нумай калаçаççӗ. Сăнавçăсем бюллетеньсене шутласа пӗтӗмлетӳсем тума та хутшăнаççӗ. Ют çӗршыв сăнавçисем Хусан хулинчи кăна мар, муниципаллă районсенчи суйлав участокӗсене те çитсе килеççӗ. Сăнавçăсене чăн малтан суйлава мӗнле йӗркелени, вăл ӳçăмлă иртни, граждансемпе тата массăллă хыпар хатӗрӗсемпе мӗнле ӗçлени интереслентерет.

Палăртса хăварар, республикăра суйлав мӗнле пынине Тӗп суйлав комиссийӗ реальнăй вăхăт режимӗпе халăха кунӗпе пӗлтерсе тăрать. Кăçал çӗнӗлӗх те пур, суйлав ӗçне 14 хуларан 476 волонтера явăçтарнă. Вӗсем Добро.рф сайт урлă регистрациленнӗ. Аса илтеретпӗр, суйлав пынă кунсенче «хӗру лини» те ӗçлет. Суйлавпа çыхăннă ыйтусем пулсан 7 (843) 292-84-33 номерпе шăнкăравласа пӗлме пулать.

РФ Патшалăх Думине пӗтӗмпе 450 депутат суйламалла

РФ Патшалăх Думин хальхинче пӗтӗмпе 450 депутат суйламалла. Вӗсенчен 225-шӗ федераллă парти списокӗпе (10 партирен), тепӗр 225 –шӗ пӗр мандатлă суйлав округӗсенчен. Тутарстанра пӗтӗмпе 6 округ (Элмет, Мускав, Çырчалли, Анат Кама, Приволжски тата Тӗп) йӗркеленӗ, вӗсенче 6 партирен 32 кандидата регистрациленӗ.Тутарстан РФ Патшалăх Думипе пӗрлех тата 50№ пӗр мандантлă Çӳлтӳ округӗнчен ТР Патшалăх Думине, 40 район вырăнти хăйтытăмлăх управленине депутатсем суйлать.

Суйлава ТР ШӖМ, Росгварди тата МЧС ӗçченӗсем хăрушсăрлăхпа тивӗçтереççӗ. Кашни суйлав участокне, пӗтӗмпе вӗсем республикăра – 2742, тӗрӗсленӗ, алăксем патне металлодетекторсем вырнаçтарнă. Суйлав кунӗсенче йăлари фотоконкурссем иртеççӗ. Кун валли сентябрӗн 18,19, 20-мӗшӗсенче  20 сехетччен суйлава çемьепе хутшăннине сăн ӳкерсе кӗнӗ #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга хештегпа «ВКонтактери» страницăна вырнаçтармалла, вӗсен хушшинче виçӗ Sollers ST8 автомобиль тата 33 iPhone 17 телефон вылянтараççӗ.

Аса илтеретпӗр, суйлав виçӗ кун, сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсем, пырать. Суйлав участокӗсем куллен ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен ӗçлеççӗ.

 


#Выборы2026

Нет комментариев