Раҫҫей кунӗн уявӗнче Хусан Кремлӗнчи Присутственные места картишӗнче «Мозаика культур» фестиваль иртрӗ.
Унта ЧНКА ҫумӗнчи Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн пайташӗсем активлӑ хутшӑнчӗҫ. Хӑнасене чӑвашла ташлаттарчӗҫ те, ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа тата тутлӑ хуран кукӑлӗпе сӑйларӗҫ.
"Мозаика культур" фестивальте тӗрлӗ нацисен сӗтел ҫи вӑййисене, мастер-классене хутшӑнма пулатчӗ. Ку ытларах ача-пӑчана илӗртрӗ, ашшӗ-амӑшсене те ачисемпе вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерме интереслӗ пулчӗ.
Ирина Трифонова сӑнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев