News by date 2 December 2025
-
Волонтерсене вӗренме чӗнсе
«Добро.Университет» платформа çинче волонтёрсем онлайн-курссемпе вебинарсемпе, квалификацие ӳстермелли программӑсемпе тата офлайн-тренингсемпе тӳлевсӗрех усă курма пултараççӗ
-
Сергей Когогина Раççей Федерацийӗн Ӗç Геройӗн ятне панă
РФ Президенчӗ В.В.Путин алă пуснă çакăн пирки калакан Указа официаллă право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
-
Тӳнмен йывăçа ан кас
Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа закона пăсса йывăç каснă 40 тӗслӗхе шута илнӗ. Тӗпрен илсен, çынсем пӗлменнипе закона пăсаççӗ. Тӗслӗхрен, хăрнă йывăçа, вăл çӗре ӳкмен-тӗк, касама юрамасть.
-
Йывăç та ватăлать
Йывăçăн та хăйӗн вăхăчӗ пур. Вăл та çын пекех ватăлать, чирлет. Пысăк ӳссе кайнă ӗмӗрхи йывăçсем сывлăша тин кăна ӳсекеннисем чухлех тасатаймаççӗ иккен. Вӗсене касса çӗнетмелле. Шел те, кун пек ирӗк вăрман участокне арендăна илекенсен кăна пур иккен, патшалăх вăрман хуçалăхӗсен вара çук.
-
Нурлат районӗнчи Совет Союзӗн Геройӗн палăкне культура еткерӗ шутне кӗртнӗ
Кивӗ Чаллăра чăваш çемйинче çуралнă Николай Кузьмич Синдрякова халалласа лартнă палăка культура еткерӗ шутне кӗртни пысăк пӗлтерӗшлӗ.
-
Декабрӗн 15-мӗшӗнчен Тутарстанра «Чăрăш» операци пуçланать
Çӗнӗ çул умӗнхи çулленхи акци кăçал республикăра декабрӗн 15-мӗшӗнче пуçланса декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать. Çак вăхăтра вăрмансене вăйлатнă режимпа сыхлаççӗ.
-
Республикăра вырăн-вырăнпа çӗрле тата ыран тӗтреллӗ çанталăк пулать
Раççей МЧСӗ водительсемпе çуран çӳрекенсене ку йышши çанталăкра уйрӑмах тимлӗ пулмаллине аса илтерет.
-
Рустам Минниханов Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунӗ тӗлне мероприятисем йӗркелеме хушнӑ
Декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 10-мӗшӗччен республикӑра инвалидсен декади иртет. Ăна Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунне, ăна декабрӗн 3-мӗшӗнче паллă тăваççӗ, халалланă. ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов сывлăх енчен çирӗпех мар çынсен проблемисем çине тимлӗх уйăрма хушнă.