Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтерсене вӗренме чӗнсе

«Добро.Университет» платформа çинче волонтёрсем онлайн-курссемпе вебинарсемпе, квалификацие ӳстермелли программӑсемпе тата офлайн-тренингсемпе тӳлевсӗрех усă курма пултараççӗ

 

2025 çулхи III кварталта Пӗтӗм Раççейри «Культура волонтерӗсем» обществӑлла юхӑмӑн Тутарстан республикинчи «Çамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗн 8 800 ытла хастарӗ онлайн-курссемпе вебинарсене, квалификаци ӳстерессипе йӗркеленӗ программăсене иртнӗ.

Доброволецсене хатӗрлессипе пахалӑха ӳстерес, çамрӑксен тӗп компетенцийӗсене аталантарас тата вӗсене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗç-хӗле явӑçтарассине анлӑлатас тӗллевпе Добро.рф Ассоциаци çак электронлӑ вӗренӳ курсӗсене усӑ курма сӗнет:

Волонтерăн чи малтанах мӗн пӗлмелле – edu.dobro.ru/courses/28/

Доброволецсен принципӗсене, юхăмӗсене, хаклăхӗсене ăнлатаракан тӗп курс. Волонтер пулма шутланисен мӗнрен пуçламаллине вӗрентет. Волонтерăн тӗп компетенцийӗсем – edu.dobro.ru/courses/99/

Доброволецӑн тӗп хӑнӑхӑвӗсене аталантармпулăшакан курс: коммуникаци, яваплӑх, хутшӑну этики тата командăпа ӗçлесси.

Волонтер хӑйне тыткаламалли нормӑсемпе правилӑсем – edu.dobro.ru/courses/91/

Мероприятисемпе организацисенче хӑйсене мӗнле тытмаллине ăнлатаракан  стандартсене, бенефициарсемпе мӗнле хутшӑнмаллине тата этика нормисене мӗнле пӑхӑнмаллине каласа параççӗ.

Çамрӑксен политикин экосистеми – edu.dobro.ru/courses/138/

Раççей Федерацийӗнчи çамрӑксен политикин системин структурипе тӗп элеменчӗсене кăтартса парать, влаç органӗсем, çамрӑксен организацийӗсемпе пулӑшу институчӗсем пӗр-пӗринпе çыхӑнса ӗçленин механизмне уçса парать, çавӑн пекех патшалăх çамрăксен политикине пурнăçланă çамрӑксен патшалӑхӑн çамрӑксен политикинчи яш-кӗрӗмӗн пӗлтерӗшне уçса парать.

Курс çамрӑксене вӗрентекенсемпе тухӑçлӑ çыхӑнса ӗçлеме, тӗллевсем лартма тата добровольчествӑра аталану траекторине пӗлсе йӗркелеме пулӑшать.

edu.dobro.ru/courses/177/

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Волонтерство