Нурлат районӗнчи Совет Союзӗн Геройӗн палăкне культура еткерӗ шутне кӗртнӗ
Кивӗ Чаллăра чăваш çемйинче çуралнă Николай Кузьмич Синдрякова халалласа лартнă палăка культура еткерӗ шутне кӗртни пысăк пӗлтерӗшлӗ.
Нурлатри Совет Союзӗн Геройӗн палăкӗ – культура еткерӗ
Тутарстанра культура еткерӗшӗн пӗлтерӗшлӗ архитектура палăкӗсен шутне тепӗр пилӗк объекта кӗртме йышăннă. Çавсенчен тăваттăшӗ регион пӗлтерӗшӗллӗ, тепри тинтерех тупса палăртни.

Çавсен шутӗнче Анат Кама районӗнчи Кӗçӗн Чаллă ялӗнчи мечӗт, Агрыз районӗнчи Кивӗ Чекардари Никольски чиркӗвӗ. Ешӗлвар районӗнчи Васильево поселокӗнчи Крестовоздвиженски чиркӗвӗ те культура палăкӗ шутланать.

Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллăра Н.К.Синдрякова халалласа лартнă палăк та культура еткерӗ пулса тăрать. Аса илтеретпӗр, Николай Кузьмич Синдряков Совет Союзӗн Геройӗ. Вăл чăваш çемйинче 1924 çулхи январӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Ялти çичӗ класлă шкултан вӗренсе тухнă, колхозра счетовод пулса ӗçленӗ. Хӗрлӗ çар ретне 1942 тăнă. 1943 çулта Саранскри пехота училищинчен вӗренсе тухнă. 55-мӗш гварди танк бригадин мотострелокпа пулемет батальонӗн 55-мӗш взвочӗн командирӗ пулнă.
1943 çулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Киев облаçӗнчи Мироновски районӗ тӗлӗнче ал айӗнче мӗн пуррипе усă курса Днепр урлă каçнă. Çапла майпа вăл пӗтӗм батальона каçма май туса панă. Тепӗр эрнерен, сентябрӗн 29-мӗшӗнче хаяр çапăçура паттăррăн пуçне хурать. Совет Союзӗн Геройӗ ятне ăна 1943 çулхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче панă.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗксем http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=4402 , «ТАТМЕДИА» Телеграмри каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев