Рустам Минниханов Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунӗ тӗлне мероприятисем йӗркелеме хушнӑ
Декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 10-мӗшӗччен республикӑра инвалидсен декади иртет. Ăна Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунне, ăна декабрӗн 3-мӗшӗнче паллă тăваççӗ, халалланă. ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов сывлăх енчен çирӗпех мар çынсен проблемисем çине тимлӗх уйăрма хушнă.
Вӑл республикӑри органсен, муниципаллӑ йӗркеленӳсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисене культура мероприятийӗсемпе ыркӑмӑллӑх акцийӗсем йӗркелеме, инвалидсене ӗçпе тивӗçтерес ӗçе вӑйлатма хушнӑ, СВО ветеранӗсене тимлӗх уйӑрмаллине те аса илтернӗ.
Пурӑнмалли условисемпе инфраструктурăна республикӑра пурӑнакансемшӗн май килнӗ таран хӑтлӑ пултӑр тесе малалла ӗçлемеллине те палăртнă республика пуçлăхӗ. Ку тӗлӗшпе социаллӑ объектсене, общество вырӑнӗсене тата пурӑнмалли çуртсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев