Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Декабрӗн 15-мӗшӗнчен Тутарстанра «Чăрăш» операци пуçланать

Çӗнӗ çул умӗнхи çулленхи акци кăçал республикăра декабрӗн 15-мӗшӗнче пуçланса декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать. Çак вăхăтра вăрмансене вăйлатнă режимпа сыхлаççӗ.

Çӗнӗ çул хăнине (чăрăша е лăсăллă ытти йывăçа) вăрламасăр та тупма пулать. Кун валли пасарсене кăна каймалла. ТР Вăрман хуçалăхӗ Çӗнӗ çула сутлăх валли чăрăшсемпе чăрăш тураттисене çителӗклӗ хатӗрлет. Кун пирки ведомствăн ертӳçи Равиль Кузюров паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, хакӗсем 500 тенкӗрен пуçланаççӗ. Чăн та, ятарласа темиçе çул ӳстернӗ декоративлă чăрăшсем хаклăрах.

Енчен те пасара кайма ӳркенсе вăрмантан вăрттăн касса ансан, сăтăрçăсене хака ларма пултарать ку. Закона пăсакансен административлă явап тытма тивет. Тӗрӗсрех каласан, уйрăм граждансене 3000 – 4000, предприятисемпе организацисене 200 000 – 300 000-шер тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. Енчен те сăтăр тунин хакӗ 5000 тенкӗрен иртсен, ку çынна РФ Уголовнăй кодексӗн 260-мӗш статйипе уголовнăй явап тыттараççӗ. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев