News by date 7 April 2026
-
Пулас тата çамрăк аннесен форумӗ Раççейри йывăрлă хӗрарăмсен кунӗнче иртрӗ
Паян Раççейре йывăрлă хӗрарăмсен кунӗ. Хусанта вăл «Мамин расцвет: от родов к гармонии» праçникпе палăрчӗ. Проектăн тӗп тӗллевӗ – çемье хаклăхӗсене йӗркеленме пулăшасси тата упрасси, çирӗп çемьесем йӗркеленме пулăшасси.
-
«Табуретка» йӗркелӳçисем Тутарстан коллективӗсене фестивале хутшăнма чӗнеççӗ
Заявкăсене Раççей Федерацийӗнчен те, ют çӗршывсенчен те йышăнаççӗ. Тӗп услови – çамрăк артистсен 18 çултан аслă пулмалла мар
-
Хусана Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблӗ «Чăваш тӗнчи» çӗнӗ программăпа килет
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Хусана Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблӗ «Чăваш тӗнчи» программăпа килет. Ансамблӗн директорӗ Леонид Антонов пӗлтернӗ тăрăх, программăна пач çӗнӗ постановкăсем кӗртнӗ.
-
Май уйăхӗнчи канмалли кунсем
2026 çулхи производство календарӗпе килӗшӳллӗн, апрелӗн юлашки эрни Тутарстанра ӗçлекенсемшӗн кӗске пулать, хăнăхнă пилӗк кун вырăнне тăватă кун ӗçлеме тивет.
-
Бичурина халалланă музей 25 çул ӗçлет
Чăваш Енри Кӳкеç поселокӗнчи «Бичурин и современность» музей 2001-мӗш çулта ӗçлеме пуçланă. Унăн тӗп уйрăмлăхӗ – Китай культури çине пусăм туни. Çулсерен унта 14 пин ытла çын çитсе курать, çав шутра ытти çӗршывсенчен килекен туристсем те.
-
«Тотальный диктант» çутӗç акцийӗ апрелӗн 18-мӗшӗнче иртет
Кăçал халăхсен хушшинчи «Тотальный диктант» çутӗç акцийӗ Тутарстанра апрелӗн 18-мӗшӗнче иртет. Вăл палăртнă кун 14.00 сехетре пуçланать.
-
«Кадровый резерв» проектăн çӗнӗ сезонӗ пуçланнă
Тутарстанра республикăри «Кадровый резерв» проектăн 16-мӗш сезонӗ Хусанти «УРАМ» экстрим-паркра уçăлнине пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби.