Бичурина халалланă музей 25 çул ӗçлет
Чăваш Енри Кӳкеç поселокӗнчи «Бичурин и современность» музей 2001-мӗш çулта ӗçлеме пуçланă. Унăн тӗп уйрăмлăхӗ – Китай культури çине пусăм туни. Çулсерен унта 14 пин ытла çын çитсе курать, çав шутра ытти çӗршывсенчен килекен туристсем те.
Паллă куна халалласа апрелӗн 3-мӗшӗнче музей ӗçченӗсем «Страницы истории: 25 лет музею» ятарлă программа хатӗрленӗ. Çак кун «Песня о монахе Иакинфе» музейăн гимнӗн презентацийӗ иртнӗ, «Коллекция воспоминаний: 25 лет пути» курав уçăлнă, музей 25 çул тултарнине халалланă сăвăсен конкурсӗн çӗнтерӳçисене чысланă.
Музее йӗркеленнӗренпе паянхи кунччен ертсе пыракан Чăваш республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Ирина учреждени 25 çул тултарнă тӗле «Диалог веков» кӗнеке пичетлесе кăларнă. Унта Ирина Витальевна паллă востоковедăн пурнăçне тӗпчесе тӗрлӗ çулта çырнă статйисене кӗртнӗ.
Музей 25 çул хушшинче палăрмаллах улшăннă, патшалăх пулăшнипе вăл çулсерен çӗнелсе тата пуянланса пырать. 2021 çулта ăна сусăр çынсемшӗн меллӗрех тунă. 2025 çулхи декабрь уйăхӗнче пысăк реконструкци ирттернӗ, çурт лаптăкне 150 тăваткал метра ӳстернӗ. Çӗнӗ курав залӗсемпе экспонатсене упрамалли пӳлӗмсем хушăннă.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев