Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Тотальный диктант» çутӗç акцийӗ апрелӗн 18-мӗшӗнче иртет

Кăçал халăхсен хушшинчи «Тотальный диктант» çутӗç акцийӗ Тутарстанра апрелӗн 18-мӗшӗнче иртет. Вăл палăртнă кун 14.00 сехетре пуçланать.

Акци республикăра 1000 ытла площадкăра пулать. Унта хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăйсен пӗлӳлӗхне тӗрӗслесе пăхас текенсем ырантан, апрелӗн 8-мӗшӗнчен, пуçласа проектăн totaldict.ru/kazan   сайтӗнче регистрациленме пултараççӗ.

Кăçалхи «Тотальный диктант» валли текста Алексей Варламов çыравçă, публицист тата литературовед çырнă. Ăна Александр Пушкинăн ачалăхӗнчи сахал çын пӗлекен самантсене халалланă.

Кăçал пуçласа асăннă диктанта аслисем кăна мар, 1 – 8-мӗш классенче вӗренекен шкул ачисем те хутшăнма пултараççӗ. Вӗсем ятарлă «НеДиктант» форматпа хутшăнӗç, кунта вырăс чӗлхипе интерактивлă заданисем те пулаççӗ.

Тутарстанра асăннă акцие «Центр культур и диалога» Çамрăксен регионти обществăлла организацийӗ тата ТР Вырăссен наципе культура пӗрлешӗвӗ ТР Çамрăксен ӗçӗсен, Вӗрентӳпе наука тата Культура министерствисем, проектăн партнерӗсем тӗрев панипе йӗркелеççӗ.  

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: тотальный диктант