Пулас тата çамрăк аннесен форумӗ Раççейри йывăрлă хӗрарăмсен кунӗнче иртрӗ
Паян Раççейре йывăрлă хӗрарăмсен кунӗ. Хусанта вăл «Мамин расцвет: от родов к гармонии» праçникпе палăрчӗ. Проектăн тӗп тӗллевӗ – çемье хаклăхӗсене йӗркеленме пулăшасси тата упрасси, çирӗп çемьесем йӗркеленме пулăшасси.
Паян Раççейре йывăрлă хӗрарăмсен кунӗ. Хусанта вăл «Мамин расцвет: от родов к гармонии» праçникпе палăрчӗ. Çак тӗллевпе ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗ çамрăк тата пулас аннесене пуçтарчӗ. Хăш-пӗрисем çемйисемпех килнӗ – мăшăрӗсемпе, ачисемпе, пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
22 çулти Наталия Ермакова çичӗ уйăхри пепкипе килнӗ. Пӗчӗк хӗрӗ унăн пӗрремӗш ачи. Наталия кăкăр ӗмӗртессипе çыхăннă информацие итлес тӗллевпе кунта килнӗ. Çамрăк анне хăй пекех аннесемпе çыхăну тытнине, тӗрлӗ ыйтусене пӗрле сӳтсе явнине пӗлтернӗ. Йывăрлă чухне пӗрремӗш триместр уншăн чи йывăрри пулнă, виççӗмӗшӗ – чи çăмăлли. «Эпир мăшăрпа икӗ çул пурăнатпăр. Интернетра паллашрăмăр. Упăшка йывăрлă чухне питӗ пысăк тӗрев пачӗ. Клиникăна илсе çӳрерӗ, УЗИе те пӗрле пычӗ. Анне пулма тӗлӗнмелле аван. Çамрăк мăшăрсене ытларах çуратма сунатăп», – тенӗ вăл «Татар-информ» журналистне.
Форума хутшăннисене ЗАГС управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ахметова саламланă. «Паян эсир экспертсенчен йывăрлă тапхăрпа пӗчӗк ачана пăхасси çинчен питӗ нумай интереслӗ те усăллă информаци пӗлетӗр. Сирӗн хушăра иккӗмӗш е виççӗмӗш ачине кӗтекен опытлă аннесем те пур. Тата пӗрремӗш ачине кӗтекенсем те. Мӗнле пулсан та ку пурнăçри чи телейлӗ тапхăр. Вăл лайăх та ырă ирттӗр», – тенӗ Эльвира Ахметова.
Мероприятие килнисем тӗрлӗ мастер-классене хутшăнса ача çуратнă хыççăнхи пурнăç, хăвна çӗнӗрен тупни, чунпа кӗлеткене пăхасси тата анне статусӗ пирки чылай çӗннине пӗлчӗç. Тутарстанран пуçтарăннă çамрăк тата пулас аннесемпе акушер-гинекологсем, перинаталь психологӗсем, неонатологсем, педиатрсемпе кăкăр ӗмӗртессипе специалистсем тӗл пулчӗç.
Сăмах май, иртнӗ çулта республикăри ЗАГСсенче пулас анне-аттесемпе ку йышши 147 тӗлпулу иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 2,3 пин йывăрлă хӗрарăм хутшăннă. Унсăр пуçне «Уроки семьеведения», «Школа молодой семьи» проектсем пурнăçланаççӗ. Çак проектсен тӗп тӗллевӗ – çемье хаклăхӗсене йӗркеленме пулăшасси тата упрасси, çирӗп çемьесем йӗркеленме пулăшасси. Иртнӗ çулта пурӗ 440 урок ирттерсе 8,5 пин çынна çемье енӗпе пулăшу панă.
Паянхи мероприятие хатӗрленӗ çӗре Тутарстан Республикин Аннесен канашӗ те активлă хутшăннă.
Наталья Рыбакова сăнӳкерчӗкӗсем («Татар-информ»)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев