«Табуретка» йӗркелӳçисем Тутарстан коллективӗсене фестивале хутшăнма чӗнеççӗ
Заявкăсене Раççей Федерацийӗнчен те, ют çӗршывсенчен те йышăнаççӗ. Тӗп услови – çамрăк артистсен 18 çултан аслă пулмалла мар
2010 çултанпа Санкт-Петербургра Пӗтӗм Раççейри ача-пăча театрпа поэзи фестивалӗ иртет. Яланхи пекех поэзи «Табуретки» Анна Ахматовăн Фонтанлă çуртӗнче иртет. Театр «Табуреткин» финалне хулари тӗрлӗ площадкăсенче курма ипулать. Фестиваль поэзие, театр искусствине юратакан ачасене рӗрремӗш хут пысăк сцена çине тухма май парать. Паллfх, вӗсен хушшинче ӳлӗм «Золотая Маска» е «Хрустальная Турандот» премисене илекенсем те пулӗç.
«Табуретка» фестивале тӗрлӗ юхăмпа ӗçлекен ача-пăча тата çамрăксен театр коллективӗсен хутшăнма ирӗк пур. Заявкăсене Раççей Федерацийӗнчен те, ют çӗршывсенчен те йышăнаççӗ. Тӗп услови – çамрăк артистсен 18 çултан аслă пулмалла мар.
Жюрире профессире пысăк çитӗнӳсем тунă, сумлă артистсемпе педагогсем: МДТ (Европа Театрӗ) актриси тата театр педагогӗ Марина Богданова; «Чайка» студи режиссерӗ тата ерӳçи Юрий Красиков; «Lusores» театрăн режиссерӗ, актерӗ тата илемлӗх ертӳçи Александр Савчук; театр тата кино актер, «Золотая Маска» преми лауреачӗ, РФ тава тивӗçлӗ арисчӗ Игорь Гордин; театра тата кино артисчӗ Егор Бероев, çавăн пекех актер, телеертӳçӗ Дмитрий Хрусталёв.
«Табуретка» йӗркелӳçисем пурне те финалистсен спектаклӗсене курма йыхравлаççӗ. Тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать, анчах официаллă ушкăнра регистраци иртмелле.
Фестивале йӗрклесе ирттерекенсем: «Культура» Проект» культура, ыр кӑмӑллӑх тата вӗрентӳ программисене туса хатӗрлеме тата пурнӑçа кӗртме пулӑшакан Ассоциаци, Санкт-Петербургри Фонтанлӑ Çуртри Анна Ахматова музейӗн тусӗсен Обществӑлла ыр кӑмӑллӑх фончӗ.
Фестиваль виçӗ тапхăрпа иртет:
Пӗрремӗш – 2026 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен июлӗгн 1-мӗшӗччен (подача заявкăсем йышăнаççӗ);
Иккӗмӗш тапхăр – 2026 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен августăн 5-мӗшӗччен (суйлав турӗ);
Виççӗмӗш тапхăр – 2026 çул, кӗркунне (финал).
«Табуретка» ачасенче сцена пултарулăхне аталантарма пулăшать, профессионалсемпе пӗр-пӗрне ăнланса хутшăнма май парать тата фестивале хутшăнакансене пурнăçăн хуть хăш сферинче те творчествăлла шухăшламалли çинчен калать.
Фестиваль пынă вăхăтра ачасем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаççӗ.
Йӗркелӳçӗсем заявкăсене çак адреспа кӗтеççӗ:
http://taburetkafest.ru/zayavka-festival
ВКонтакте социаллă сетьре «Табуреткăн» https://vk.com/taburetka_fest и на сайте taburetkafest.ru страницинче çӗнӗ хыпарсемпе, спектакльсене сӳтсе явнине курма пулӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев