Хусана Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблӗ «Чăваш тӗнчи» çӗнӗ программăпа килет
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Хусана Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблӗ «Чăваш тӗнчи» программăпа килет. Ансамблӗн директорӗ Леонид Антонов пӗлтернӗ тăрăх, программăна пач çӗнӗ постановкăсем кӗртнӗ.
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Хусана Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблӗ «Чăваш тӗнчи» программăпа килет. Ансамблӗн директорӗ Леонид Антонов пӗлтернӗ тăрăх, программăна пач çӗнӗ постановкăсем кӗртнӗ. Унта юрă-ташăсăр пуçне пӗр актлă «Маттур Улăп паттăр çинчен» спектакль, «Чăваш Ен – атăл чӗри» тата «Тихвин ярмарки» вокалпа хореографи сюитисем кӗнӗ. Кашни хайлав кураканшăн чăн-чăн çӗнӗлӗх пулӗ. Вӗсем аслă Атăл юханшывӗн çыранӗсенче пурăнакан чăваш халăхӗн культурин илемӗпе тарăнăшне, ăс-хакăлне уçса парӗç.

Концерт программине халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗсем, Чăваш Республикин хисеплӗ ячӗсене тивӗçнӗ артистсем хутшăнаççӗ. Пӗр харăс сцена çине 50 артист тухӗ. Концерт пынă вăхăтрах калейдоскопри пек вунă хут ытла костюмсем улшăнса тăрӗç.
Концерт хуть те хăш çул ӳсӗмӗнчи кураканшăн та интереслӗ пулӗ.
Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн директорӗ пӗлтернӗ тăрăх ку программăпа Ульяновск (апрелӗн 21-мӗшӗ), Дмитровоград (апрелӗн 22-мӗшӗ), Чулхула (апрелӗн 23-мӗшӗ), Пензăри Неверкинăна (апрелӗн 24-мӗшӗ) вара Хусан хулисене çитеççӗ. «Ку тура эпир ятарласа чăваш чӗлхи эрнине халаллатпăр. И.Я.Яковлев çуралнă эрнере пулаççӗ шăпах концертсем. Çак пирӗн пуçарăва Росконцерт (Федерацин патшалăх бюджет культура учрежденийӗ. –Авт.) тӗрев пачӗ, çав шутра укçа-тенкӗпе те. Вӗсен «Мы Россия» проект пур, пирӗн программа шăпах унпа килӗшсе тăрать. Гастрольсене тухса çӳреме артистсем валли пӗр пысăк автобус тата костюмсемпе декорацисем валли икӗ тиев машини пачӗç», – пӗлтерчӗ Леонид Владимирович.
«Чăваш тӗнчи» театрализациленӗ программăна вырăс блокӗ те кӗнӗ. 2026 çул Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнă май ку уйрăмах актуаллă. Çӗнӗ программа валли костюмсем те вӗр-çӗннисем, ятарласа çӗлеттернӗ вӗсене.

Калас пулать, çӗнӗ программа авторӗ – Алексей Тимошенко. Шупашкара вăл Санкт-Петербургран килнӗ. Профильлӗ пӗлӗве пуçласа Костромари культура колледжӗнче илнӗ, малалла Мускаври культура институтӗнче вӗреннӗ. Хăй каланă тăрăх, ЧР патшалăх юрăпа ташă ансамбльне балетмейстер кирлине пӗлсен ӗçлеме кăмăл пуррине пӗлтернӗ. Тăватă çул ӗнтӗ Алексей Тимошенко ансамблӗн илемлӗ пултарулăх ертӳçи тата балетмейстерӗ пулса ӗçлет.
«Чăваш тӗнчи» программăна хатӗрлеме Улăп паттăр çинчен эпос хавхалантарчӗ. Шупашкар хулли варринче çӗкленсе тăракан Анне монуменчӗ те. Хамăр программăна та кӳртрӗмӗр ăна, ятарласа декораци хатӗрлерӗмӗр. Атăл юханшывӗ те, улăп та – йăлт пулӗç программăра. Чăвашсен пиççиххипе кӗрешӗвне халалласа шӳтлӗ ташă та лартрăмăр. Эпир Раççей халăхӗ, çавăнпа программăра вырăс пайӗ те пулать. Куракансем казаксен ташшипе киленме пултарӗç. Ку пай пурте плекен «Калинкăпа» вӗçленет. Пурне те каласа памăпăр, концерта килсен хăвăрах куратăр», – терӗ Алексей Тимошенко.
Аса илтеретпӗр, «Чăваш тӗнчи» концерт Хусанта апрелӗн 26-мӗшӗнче пулать. Вăл Çӗнтерӳ проспекчӗ, 48а çурт адреспа вырнаçнă «Чулпан» культура центрӗнче иртӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗксем Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблӗн архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев