Май уйăхӗнчи канмалли кунсем
2026 çулхи производство календарӗпе килӗшӳллӗн, апрелӗн юлашки эрни Тутарстанра ӗçлекенсемшӗн кӗске пулать, хăнăхнă пилӗк кун вырăнне тăватă кун ӗçлеме тивет.
Кăçал Çуркуннепе Ӗç уявӗ эрнекуна лекет, çавăнпа кӗçнерникун, апрелӗн 30-мӗшӗнче, ӗç кунӗн тăршшӗ пӗр сехете чакать. Кӗске ӗç эрни хыççăн Раççей çыннисене вăрăм канмалли кунсем – майăн 1-мӗшӗнчен пуçласа 3-мӗшӗччен – кӗтеççӗ.
Çӗнтерӳ кунӗ шăматкуна лекет, тепӗр вăрăм канмалли кунсем – майăн 9-мӗшӗнчен пуçласа 11-мӗшӗччен пулаççӗ. Майăн 8-мӗшӗнче те ӗç кунӗ пӗр сехет кӗскерех пулать.
Май уйăхӗ яланхи пекех çулталăкри канмалли кунсемпе чи пуян уйăх шутланать. Çӗршывра пурăнакансене пӗтӗмӗшле çак уйăхра 12 канмалли кун кӗтет. Анчах Тутарстанра пурăнакансем мăсăльмансен Курбан-байрам уявӗ май уйăхне лекнипе пӗр кун ытларах канăпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев