News by date 17 January 2025
-
Ялавӑрта поэт-фронтовикӑн Михаил Захаровӑн 100-ҫуллӑхне паллӑ турӗҫ
Михаил Захарова, пултаруллӑ сӑвӑҫа тӑван ял-йыш манмасть. Юрра хывнӑ сӑввисем паян кунччен халӑх пултарулӑхӗнче упранаҫҫӗ. Тӗп тивӗҫ - ҫак пуян еткере ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑварасси.
-
Тутарстанра Кăшарнире вакăра шыва кӗме 100 вырӑн йӗркеленӗ
Январӗн 19-мӗшӗнче православи тӗнне ӗненекенсем Кăшарни (Крещение Господне) праçникне паллă тăваççӗ. Республикăра вакăра шыва кӗме 100 вырӑн хатӗрленине, вĕсенчен 20-шӗ юханшывсенче, 26-шĕ кӳлӗсенче, 54-шĕ çӑлкуçра пулнине паян «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире Раççей МЧСӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Юрий Венедиктов пӗлтернӗ.
-
Апачӗ тутлă пултăр
«Юр купи» салат Чăх ашне, çӗрулмие тата çăмартана пӗçермелле. Сивӗнсен турамалла. Консервăланă ананаса дуршлаг çине хурса сӗткенне юхтармалла, унтан турамалла.
-
Кăштах кулăш
Пӗчӗк Петюк амăшӗнчен ыйтать: – Анне, пире Турă тăрантарать теççӗ, чăнах та çапла-и? – Çапла. – Ачасене аист илсе килет тени те тӗрӗс-и? – Тӗрӗс. – Парнесене Хӗл Мучи кӳрсе парать-и? – Çапла. – Вара аттене мӗн тесе тытса тăратпăр эпир?..
-
Чăваш делегацийӗ – Мурманскра
Нумаях пулмасть Раççей Федерацийӗнчи Чăвашсен наципе культура автономийӗн делегацийӗ – асăннă пӗрлӗхӗн ертӳçи Николай Федорович Гаврилов, пресс-секретарӗ Татьяна Дмитриевна Гаврилова тата автономи канашӗн пайташӗ Валериан Анатольевич Гаврилов «Чувашский край» Чăваш культура обществи чӗннипе Мурманск облаçне çитсе курчӗç.
-
Хăюллă салтака республика ертӳçисем асăрханă
2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ. Суварçăсем эпир те çулталăка Тăван çӗршывăн чăн-чăн хӳтӗлевçипе, ятарлă çар операцине хутшăнакан Николай Нестеровпа тӗлпулуран пуçларăмăр.
-
2025 çул – Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ
Кăçал Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пуласси пирки калакан указа январӗн 16-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă.