Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Кăшарнире вакăра шыва кӗме 100 вырӑн йӗркеленӗ

Январӗн 19-мӗшӗнче православи тӗнне ӗненекенсем Кăшарни (Крещение Господне) праçникне паллă тăваççӗ. Республикăра вакăра шыва кӗме 100 вырӑн хатӗрленине, вĕсенчен 20-шӗ юханшывсенче, 26-шĕ кӳлӗсенче, 54-шĕ çӑлкуçра пулнине паян «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире Раççей МЧСӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Юрий Венедиктов пӗлтернӗ.

РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн шыв-шур çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес уйрăмӗн ӗçченӗсем купельсене уçас умӗн вырăнта тӗрӗслев ирттернӗ – пӑр хулӑнӑшне тӗрӗслесе кăтартусене официаллӑ актсене кӗртнӗ. Купельсене йывӑç тӗплӗ тунӑ, айккинче стенасем, картлашкасем тата карлӑксем тунă.

Аса илтерепӗр, шыва ятарласа тунă вырăнсенче, çӑлавçӑсем пур çĕрте кӑна кӗмелле. Ку вырӑнсене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать. Шыва кӗрес умӗн ӳт-пĕве ӑшӑтмалла, вакка майӗпен кĕмелле, шыва ятарлӑ пусмапа кăна анмалла, 1 минутран ытларах тăма юрамасть сивĕ шывра. Çавӑн пекех ачасен вакка аслисемпе пӗрле çеç кӗмелле.

Шыва кӗмелли кашни вырăнта тутарстансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерес тесе васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе полици службисем пулаççӗ.

Сăнӳкерчӗксене «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев