Апачӗ тутлă пултăр
«Юр купи» салат Чăх ашне, çӗрулмие тата çăмартана пӗçермелле. Сивӗнсен турамалла. Консервăланă ананаса дуршлаг çине хурса сӗткенне юхтармалла, унтан турамалла.
Сыра вăтам шăтăклă теркăпа хырмалла. Хатӗр ингредиентсене салат савăчӗ çине сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла: чăх ашӗ, çӗрулми, ананас, çăмарта. Кашни сийнех майонезпа сӗрме, кăштахшар тăвар тата пăрăç сапма манмалла мар. Çиелтен салата теркăпа хырнă сырпа витмелле.
300 г чăх ашӗ, 5 çӗрулми, 4 çăмарта, 1 банка консервăланă ананас, 200 г сыр, кирлӗ чухлӗ майонез, тăвар тата пăрăç кирлӗ.
Салат – фасольпе
Крабовый палочкипе пылак пăрăçа пӗчӗк тăваткалсем çине тураса салат савăчӗ çине хумалла. Фасоле те шывне тăкса ытти ингредиентсем патне хушмалла. Сыра теркăпа хырмалла, помидора турамалла, пресс витӗр кăларнă ыхра, майонез тата тăвар хушса пăтраштармалла.
450 г консервăланă фасоль, 250 г помидор, 250 г крабовый палочки, 1 хӗрлӗ е сарă пылак пăрăç, 100 г сыр, 1-2 шăл ыхра, майонез тата тăвар кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев