Ялавӑрта поэт-фронтовикӑн Михаил Захаровӑн 100-ҫуллӑхне паллӑ турӗҫ
Михаил Захарова, пултаруллӑ сӑвӑҫа тӑван ял-йыш манмасть. Юрра хывнӑ сӑввисем паян кунччен халӑх пултарулӑхӗнче упранаҫҫӗ. Тӗп тивӗҫ - ҫак пуян еткере ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑварасси.
Паян Нурлат районӗнчи Ялавӑр ял шкулӗнче ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ поэт-фронтовика Михаил Захарова халалланӑ творчествӑлла тӗлпулу иртрӗ. Тата юбилей мероприятийӗ умӗн поэтӑн сӑввисене илемлӗ вулассипе ирттернӗ онлайн-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ.
Мероприятие йӗркелекенсем Чӑваш наципе культура автономийӗ, Нурлат районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗ, Нурлат хулипе районӗн Туслӑх Ҫурчӗ, Ялавӑр ял хутлӑхӗн администрацийӗпе ял шкулӗн ӗҫченӗсем, "Сувар" хаҫат редакцийӗ.
Творчествӑлла тӗлпулу питӗ те ырӑ лару-тӑрура иртрӗ. Мероприятие Ялавӑр ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Ольга Охотникова уҫрӗ.
Килнӗ хӑнасене тав туса ял-йыш пултаруллӑ ентешӗпе мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ.
Тухса калаҫакансем шутӗнче Нурлат хула Канашӗн депутачӗ, Нурлат хулин Канашӗн председатель ҫумӗ Николай Липатов, ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев, РФ Писательсен союзӗн пайташӗ Валентин Бурайкин, Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн пайташӗсем Андриян Григорьев, Маргарита Литта, Нурлат районӗнчи ЧНКЦ пайташӗ Василий Савгачев, ТР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Евгений Турхан пулчӗҫ. Поэтсем Михаил Захарова халалланӑ сӑввисене вуласа парне турӗҫ.
Мероприятире Нурлатри Туслӑх Ҫурчӗн ӗҫченӗ Джулия Ильдиярова ертсе пычӗ.
Вырӑнти ЧНКЦ председателӗ, Нурлатри Туслӑх Ҫурчӗн директорӗ Галина Терентьева сӑмахӗпе, ку йышши мероприятисем питӗ кирлӗ, вӗсем тӑван чӗлхене упраса хӑварма тата ачасемпе ҫамрӑксене тӑван культурӑпа интереслентерме пулӑшаҫҫӗ. Михаил Захаровӑн ентешӗсем ун вилтӑприйӗ ҫинче палӑк ҫуккине хурланса пӗлтерчӗҫ. Ку ӗҫре вӗсене ЧНКАпа Тутарстанри Чӑваш ҫыравҫисен союзӗ енчен те пулӑшма, район пуҫлӑхӗ патне ҫырупа тухма шантарчӗҫ.
Калас пулать, тӗлпулӑва Михаил Захаровӑн ывӑлӗпе хӗрӗ - Германпа Лидия та килнӗччӗ. Герман районти Красномайски ялӗнче, Лидия Ульяновскра пурӑнаҫҫӗ. Ашшӗне аса илсе чылай интереслине каласа пачӗҫ вӗсем.
Вӑрҫӑран сӗм-суккӑр пулса таврӑнсан та Михаил Иванович килти ӗҫсемпе те аппаланнӑ. Ҫыхма юратнӑ. Хӗрӗ ашшӗ ҫыхнӑ авоськӑна та илсе килнӗччӗ, вӑл халӗ те ҫав сеткӑсемпе лавккана ҫӳрет.
Паллӑ ӗнтӗ ку йышши мероприятисем юрӑ - ташӑсӑр ирттмеҫҫӗ. Михаил Захаровӑн 100-ҫуллӑхне халалласа концерт та хатӗрленӗ нурлатсем.
Куракансене районти Чӑваш юррин ансамблӗсем - "Палан", "Сударушка", "Пилеш", уйрӑм юрӑҫсем Антонина Артамонова, Раиса Кузьмина халӑх юррисемпе савӑнтарчӗҫ.
Тӗплӗнрех юбилейлӑ мероприяти пирки "Суварӑн" ҫитес номерӗнче вуласа пӗлме пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев