2025 çул – Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ
Кăçал Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пуласси пирки калакан указа январӗн 16-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă.
Документа право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленӗ.
«1941-1945 çулсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çитнине халалласа истори астăвăмне упраса хăварас, асăннă вăрçă ветеранӗсемпе ятарлă çар операцийӗн участникӗсен паттăрлăхӗсем умӗнче пуç тайса Раççей Федерацийӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне ирттерме йышăнатпăр», – çырнă унта.
Кунсӑр пуҫне Владимир Путин Президент администрацине Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитетне йӗркелеме тата вӗсен тытăмне ҫирӗплетме хушнӑ. Комитетăн председателӗ пулма Президент администрацийӗн ертӳçине Антон Вайнона çирӗплетнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев